Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунтан (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуткупӑсӑн ҫепӗҫ те ачаш сасси ӑна яланах телейлӗ кунӗсем ҫинчен: Микулана чунтан юратнине, ӑна качча тухса ырӑ курнисене аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑҫта? — чунтан тарӑхрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санашкал паттӑрсене эпӗ чунтан юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чунтан сума сурӗҫ те крючниксем ҫавӑнтах: — Курасчӗ, циркра мӗн айкашаҫҫӗ-ши? — асаилӗвӗсене хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне укҫа хакне аван чухланипе подрядчикӗн кулӑш танатине ҫакланнӑ Ҫтаппана чунтан шеллерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑр та похвиҫнӗсемпе пӗрле чунтан савӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫак библиотекӑсене эпӗ черетпе тата чунтан хавхаланса кӗнеке илме ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Анне чунтан ырласса кӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӗр кӗрӳшне чунтан юратнӑ вӑл, теприне — кӑмӑлламан.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

— Мӑшӑрланнӑ ятпа чунтан саламлатӑп, — тет вӑл, тортне Анна Петровнӑна тыттарса, — иксӗре те ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

…Сӑмакунҫӑна тупма пулӑшнӑшӑн, милиционер артиста чунтан тав тунӑ:

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

— Юмӑҫ калани чӑн пулчӗ, — янрашрӗ вӑл чунтан.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

— Чӑннипе илсен, ачасем, эпир пурте хамӑр тунӑ ӗҫе чунтан юрататпӑр, хаклатпӑр.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Машка-Милашка ҫӑпалипе тункатаран таянса тӑчӗ те, вӗчине чӗтретсе, чунтан кулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чунтан тарӑхса кайнӑ Раман лесник аллине хулӗнчен вӗҫертрӗ те хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ, Сятрова сивӗ куҫӗнчен пӑхса: — Пӗр ялтан пулсан та, эпир иксӗмӗр ют, — терӗ шӑл витӗр.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апла вӑл мана чунтан юратман.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй тӗллӗн вара каҫсерен Ваҫиле ял ҫыннисем вӑл кашкӑрсемпе мӗнле тытӑҫнине, хирте утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнине, иккӗмӗш кунне фермӑра хуралҫӑпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнине, «Красный пахарь» колхоз председателӗ ӑна лартса кайнине, хӗрарӑм Суслонгерта лагерьти ӗҫкӗҫ-майора сӑмакун ӗҫтернине пӗлменнине аса илсе чунтан ахӑлтатса кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав ҫылӑха амӑшӗ хӗрне чунтан юратнипе хӑй ҫине илнӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ҫынна, упӑшкине саккунсӑр тытса илнӗскере чунтан курайманнине ниепле те пусараймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимуш куҫне хупрӗ те пӗтӗм чунтан эрленсе йӗчӗ ячӗ куҫҫульпе, хывса печӗ ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех