Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунтан (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗвенеше ҫитсенех, Элексантӑр патне кӗрсенех пӗлтерчӗҫ те, чунтан савӑнса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Эсир хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑннӑран тата сирӗн ӑсталӑхӑра пула эпир уҫӑ сывлӑшпа сывлама, таса шыв ӗҫме тата республикӑмӑрӑн ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме пултаратпӑр.

Благодаря вашей преданности делу и профессионализму мы можем дышать свежим воздухом, пить чистую воду и наслаждаться красотой природы нашей республики.

Олег Николаев Эколог кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/05/ole ... em-ekologa

Этем чи малтан хӑйне мӗн-мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать пулсан, хӑйӗн ӗҫне шалтан хистенипе тумасан, унӑн ӑшӗнче «хамӑн кӑна пурӑнса юлас» текен шухӑш йӑва ҫавӑрнӑ пулсан — лартнӑ йывӑҫӗ те лайӑххӑн чӗрӗлмест ун пеккин, курӑкӗ те лайӑххӑн ешермест, кирек хӑш япали те чунтан тунӑ япала пулмасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Урампа иртсе пынӑ чух ҫурт тӑррисене пӑхса пыратӑп та вара чунтан савӑнса утнӑ хушӑрах кӑмӑл сасартӑк тӑвӑлать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вут ҫинчи пек сиккелесе тӑрать Калис, чунтан йӑлӑнса кӑшкӑрать:

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Туртать-ха, эппин? — ун кӑмӑлне чунтан ӑнланнӑ пек, хӑй те пит-куҫне хускатса илчӗ Сидоркин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликов хӑйӗн бригадирне чунтан парӑнса хисепленине сисе тӑркачах, эпӗ малтан Туруновпа мар, Григориупа калаҫма шутлани ӑна пӑшӑрхантарнине кура тӑркачах ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ Улюк йӑмӑкӑм комбайнерсене нумай пулӑшать тесе мар, вӑл хирти ӗҫе пултарулӑх ҫитнӗ таран хутшӑннишӗн чунтан савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кӳрентертӗн арӑмна, — терӗм, Елюка чунтан хӗрхенсе, унӑн хурлӑхлӑ шӑпишӗн хытӑ хумханса.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе, тумтирпе, батарейкӑсемпе, ытти япаласемпе тӑтӑшах тивӗҫтерсе тӑнӑшӑн Александр Батюков, Надежда Романова, Галина Зайцева, Эдуард Кокшин предпринимательсене чунтан тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Хӑйӗн ятне калама ыйтмарӗ, «пысӑк чӗреллӗ» пулнӑшӑн ӑна чунтан тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе чунтан савӑнатӑп, — тет ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

— Тӑхтӑр-ха тархасшӑн, Никифор Ильич, тӑхтӑр, — чунтан пӑлхансах йӑлӑнчӗ Кермӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Халех редакцие ҫитетӗп, унта ӗҫлекенсене пӑскӑртса илетӗп», — чунтан тарӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетекен йӑла-йӗркене Раҫҫейӗн хальхи салтакӗсемпе офицерӗсем малалла тӑсаҫҫӗ.

Традиции самоотверженного служения Родине продолжают солдаты и офицеры современной России.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Чӑваш Енри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн служби хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ 1 500 ытла ҫынна пӗрлештерет, вӗсем куллен тата талӑкӗпех, канмалли кунсемпе уявсене пӑхмасӑр, ентешӗмӗрсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн ӗҫлеҫҫӗ.

Служба скорой медицинской помощи в Чувашии – это более 1 500 неравнодушных и преданных своему делу людей, которые ежедневно и круглосуточно, без выходных и праздников спасают жизни наших земляков.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекен арҫын ачасем ҫеҫ мар, хӗр ачасем те футбол вӑййине чунтан кӑмӑллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

— Кулленхи ӗҫре — ваттисен ҫуртӗнче те, шкулта та И.Я.Яковлевӑн кашни ӑрӑва пырса тивекен пилӗсемпе тӑтӑшах усӑ куратӑп, — кӑмӑлне уҫать илемлӗхе чунтан парӑннӑ ертӳҫӗ, педагог.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Искусствӑна чунтан юратакансем — акӑ камсем кирлӗ пире!

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех ку вӑл юлашки темиҫе ҫул хушшинче хам мӗн чӑтса ирттернине, мӗн асап курнине чунтан ӑссӑррӑн силлесе кӑларма тӑрӑшни те пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех