Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрату иккен хӑватлӑ, Вӑл этем чунне илет.

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Бригадир чунне кантарчӗ, Председатель черетре, Пӗри ВООП членӗ пулчӗ, Вӑл ларать ҫӳлти ретре, Икӗ хут та кӗрсе тухрӗ…

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Ҫӑхав ҫырса, «тертленсе», Ҫынсен чунне чӗпӗтсе, Пӳрни тухрӗ хӑпарса, Сӑнӗ кайрӗ шуралса.

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Темле лайӑхмарланса каятӑп ун умӗнче, пӗртте кӳрентерес килмест, темле пур енчен те ырӑ тӑвас килет ӑна, — чунне уҫрӗ пӗррехинче Хӗлимун Хӗветӗр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗне курсан, Тамарӑн кӑшкӑрса макӑрса ярасси килчӗ, ҫапах та кӳтсе ҫитнӗ чунне хытарчӗ, нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан хӗр сӗнӗвӗшӗн, вӑл хӑйӗн чунне уҫса панӑшӑн ҫав тери савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан йӑлӑнтарнӑ хӗрача ӗнтӗ ҫине тӑрсах ҫыпҫӑнма тытӑнни каччӑ чунне тепӗр хут хумхантарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик — имшер, чирлӗ арҫын, Раман — вӑйлӑ, хӑюллӑ, хӗрарӑм чунне уҫакан тӑн-тӑн арҫын.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вилес умӗн Хӗветӗре хӑйӗн чунне уҫса кӑтартнӑ, тет, ҫавӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗнле ӑнланма пӗлместӗн эс ҫын чунне?

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн мӗскӗн, сӳнекен чунне ачасем чӑрмаларӗҫ, тытса ҫурчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Органсенче вӑл хӑйне евӗрлӗхпе, хӗрарӑм чунне уҫкӑҫ тупассипе уйрӑлса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каллех вилнисен чунне ҫырлахтарас йӗркене пурнӑҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ мӗн авать ватӑ столярӑн чунне.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасси тӑрӑх ӑнланмастӑн — савӑнӑҫ салтакӑн е ыратакан чунне йӑпатать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек вӑл пӳртӗнчен шуса тухнӑ, хытса кайнӑ аллисемпе ҫӗклесе кӳлепин татӑкне крыльца ҫине хӑпартса лартнӑ, чунне сӑмакунпа йӑпатать пулас.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗншӗн — хӗрарӑмсемшӗн — ятарласа ӑсталанӑ ахӑр, санпа хамӑрӑн инкексене, асапсене калаҫса пайлама, тӑлӑх арӑм чунне уҫса пама, ыйхӑсӑр каҫсене пӗрле кӗскетме, — пӑшӑлтатрӗ асапланаканскер хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темӗн аван марри, йывӑрри чунне сивӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Турӑ салтакӗсем Михаэль, Габриэль тата Рафаэль, Ҫапла тӑвӑр: манӑн упӑшкан Иванӑн ятне, унӑн ӳтне Тата унӑн чунне никам та ан тӗкӗнейтӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Юрӗ, шарламӑп хальлӗхе. Мӗншӗн ахалех салтак чунне канӑҫсӑрлантармалла. Унӑн манӑн уйӑхрисемсӗр те суйхи-хуйхи ҫителӗклех пулӗ», — шухӑшларӗ те вӑл тутлӑн карӑнса илчӗ, хул айӗнче шӑтӑртатни те илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех