Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют ҫын чунне уҫнине хисеплӗр, кун пирки хӑй ыйтмасан та вӑрттӑнлӑха ыттисене ан пӗлтерӗр.

Отнеситесь к чужим откровениям с уважением, и не предавайте гласности услышанное, даже если вас об этом специально и не попросят.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ҫын чунне вӑйпа кӗрсе кайма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Этем чунне ӑнланассишӗн?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Учитель хӑйӗн воспитанникӗсемпе пӗрле ӳсет, вӗсене хӑйӗн чунне хывать, хӑйӗн чӗрин пӗр пайне парать.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Шӑпах пӗр кун маларах вӑл тӑванӗсемпе телефон урлӑ чунне уҫса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Анчах та хӑй вуҫех те тенӗ пек пӗлмен ҫак хӗрарӑм чунне шаларах кӗни вырӑнсӑр, киревсӗр пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Таврари лару-тӑру ун чунне ҫав тери тӑвӑрлатать, ҫавӑнпа та, кунти условисем майлӑ пулса, Завьялов официаллӑ калаҫма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл хӑй мӗншӗн нимӗн те чӗнменнине чунӗ ыратмаллах ӑнланса илчӗ: ҫак халӗ хӑй ҫав тери курайми пулнӑ ҫын унӑн, Завьяловӑн, чунне ытла та сӗмсӗррӗн кӗрсе пӑхрӗ те Завьялов никама та, хӑйне хӑй те курма ирӗк паманнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни кунах ытларах та ытларах сӗт суса илни мучи чунне савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вассан халӗ мӗн те пулин калаҫса чунне пусарас килет.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл йывӑр ӗҫпе чунне пусарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара, чиксӗр ҫӗрӗн-шывӑн Ватӑлми чунне тӗл пулнӑн, Эп те ун пек чӗрӗ, сывӑ, Эп те вилӗмсӗр, яш чунлӑ…

Куҫарса пулӑш

Август // Юрий Айташ. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... st-3374193

Ҫак фактсем хӑйсемех Петр Николаевич чунне парса ӗҫленине, халӑх хуҫалӑхне аталантарассишӗн, ҫынсен пурнӑҫ шайне аванлатассишӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫак яваплӑ ӗҫре вӑл тепӗр вунӑ ҫул, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен, чунне парса тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Кирек хӑҫан та пархатарлӑ ӗмӗтпе ҫунатланакан ҫын хӑй чунне тӑван халӑх чунӗнчен уйӑрман.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн класс ертӳҫи пулнипе пӗр вӑхӑтрах биологипе хими предмечӗсене чунне парса вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Чӑваш тӗнчишӗн чунне пама хатӗр чӑваш арӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Ҫакӑн пек туни тин канӑҫ кӳчӗ унӑн чунне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӗсемпе калаҫса чунне уҫать, кашнин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленет.

Разговаривая с ними, она отводит душу, интересуется жизнью и деятельностью каждого из них.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Сӗтеклӗ, паха апат аслӑ ҫулхисене вӑй-хал патӑр тесе чунне парса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех