Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечексене (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн чечексене астӑватӑн-и? —

Помнишь мои цветы? —

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ, господин директор, сирӗн чечексене куҫпа та курман, — терӗ Фретач татӑклӑн.

— Я не трогал ваших цветов, господин директор, — ответил Фретич с достоинством.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Лисандр, манӑн хӗллехи садра эсӗ ҫапла хуҫалантӑн-и? — хурлӑхлӑ сасӑпа ыйтрӗ Фабиан господин компресне хыпашласа — Манӑн пӗтӗм чечексене тӑпӑлтарса тӑкнӑ…

— Лисандр, это ты так нахозяйничал у меня в зимнем саду? — спросил господин Фабиан с печалью в голосе, ощупывая свой компресс. — Весь цветник мой уничтожен…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫук, таврари ялсенчен, пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗнчен пухнӑ пуль ку чечексене

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗн биологӗ пултӑр унран, енчен вӑл паркра ӳсекен йывӑҫсене, газонсенчи чечексене кӑна курнӑ пулсан?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ку чечексене вӑл пахчана тухсах татнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечексене пит ҫумне чӑмӑртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Силпи улӑхӗнче татрӑм Чи хитре чечексене, Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм Ухсай Яккӑвӗ патне.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Ҫапла вылянӑ хыҫҫӑн эпир пӗчӗк патаксене ҫӗре тирсе карта ҫавӑрса лартатпӑр, эпӗ татса килнӗ чечексене карта ӑшне тирсе тухатпӑр — пулчӗ пирӗн илемлӗ пахча.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ чечексене ҫемҫе хӑйӑр ҫине лартма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппапа иккӗшӗ мана хӑва хушшинчи ҫерем ҫинче ӳсекен сарӑ чечексене чылай татса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туратсене хуҫса-чӗлсе пӗтереҫҫӗ, чечексене татса ывӑтаҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫӳпӗлеҫҫӗ, варалаҫҫӗ.

Ветки поломаны, цветы сорваны и растоптаны, кругом грязь, мусор…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чечексене юратса пӑхатӑп, вӗсемпе калаҫатӑп, хавхаланса илемлӗ сӑвӑсем шӑрҫалатӑп.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хӗрӗ куҫа илӗртекен чечексене ӳстерме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ытти чечексене лартма савӑтсем хатӗрлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Тӗслӗхрен, килти чечексене куҫарса лартма пултаратӑр.

Например, вы можете пересадить комнатные цветы.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗслӗхрен, эсир пӳлӗмри чечексене куҫарса лартма пултаратӑр.

Например, вы можете пересадить комнатные цветы.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй вӗҫӗмсӗр калаҫать, чӗвӗлти сӑмахсем каласа чӗресӗнчи хӗвел ӑшшине, хӑйӗн чун ӑшшине, сукмак ик айккипе тӗл пулакан чечексене, унта та кунта пӑр та пӑр! вӗҫсе ҫӳрекен кайӑксене валеҫет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурҫӑн улӑхсенче иккӗш пӗрле пуҫ таякан шур чечексене пуҫтарса ҫӳренӗ пек те туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси Тренган ӑна пуҫтарнӑ чечексене, хаччине пачӗ те ӑшшӑн хушса хучӗ:

Джесси Тренган передала ей собранные цветы, ножницы и сказала:

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех