Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл «ыран» тенӗ сӑмаха юрататчӗ те хӑйне мӗн кӑмӑла килнине пурне те малашлӑха куҫаратчӗ; татса илнӗ чечексене, хуҫнӑ туратсене тӑпра ӑшне чикетчӗ те калатчӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ турӑ амӑшне юрататтӑм; кукамай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, турӑ амӑшӗ ӗнтӗ мӗскӗн ҫынсене йӑпатма ҫӗр ҫине пур чечексене те, пур савӑнӑҫсене те — мӗн ырри, илемли пур — пурне те акса ҫӳрет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Курӑк ҫийӗпе ҫил ярӑмӗ чупа-чупа иртет те чечексене силлет.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Машина хыттӑн вӗҫтерсе пынипе пулакан ҫил йывӑҫсем ҫинчи шурӑ-кӗрен чечексене татать, асфальтлӑ ҫула чечексемпе витсе хурать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫавӑнпа та ҫӳлӗ тусем ҫине улӑхса пынӑ май эпир чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен тӗнчи епле улшӑнса пынине, сивӗрех те сивӗрех ҫанталӑка тӳсекен тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене, йывӑҫсене, вӗтлӗхсене, чечексене куратпӑр, ӗмӗрхи юрсен чиккинче вара мӑкпа лишайник кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анна Дмитриевна — хастар хӗрарӑм; ҫуртне-йӗрне, садне йӗркене кӗртме юратать, чечексене, саркайӑксене тата хитре япаласене питӗ кӑмӑллать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуркунне тӗлӗнмелле лайӑх балкон алӑкне кӑларса лартрӗҫ ӗнтӗ, оранжерея патне каймалли сукмак тӑватӑ кун каяллах йӑлт типсе ҫитнӗччӗ, персиксем пурте чечек ҫурнӑ, юр тӗл-тӗл ҫеҫ юлнӑ, чӗкеҫсем вӗҫсе килчӗҫ, Любочка паян мана пирвайхи ҫурхи чечексене татса килсе пачӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Владимир Михайлович пирӗнпе пӗрле вӑрман тӑрӑх тата нумай ҫӳрерӗ, вӑл унта хӑйӗн килӗнчи пекех пулчӗ, кайӑксем, йывӑҫсем, чечексем, вӑрманти тискер кайӑксен йӑлисем, сунарҫӑсен паллисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах, чӗрӗ лӗпӗшсене тытнӑ пекех, чечексене тыткаласа пӑхрӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Горький колонийӗнче пулнӑ ытти ҫынсем те манас ҫук ӑна: пурӗ пӗр ҫын пек пулса савӑннине те, антӑхса каймаллах хавхаланнине те, хӗрсен пуҫӗсем ҫинчи чечек кӑшӑлӗсене те, креплесемпе ҫавасем ҫинчи чечексене те, пирӗн пӗчӗк сигналистсен шурӑ плащӗсене те, кӗҫӗн колонист аслӑ колониста пирвайхи кӗлте тыттарнӑ чух тупа тунине те…
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта тӗрлӗ йывӑҫсем нумай, ҫав тари илемлӗ те ырӑ шӑршӑллӑ чечексем ӳсеҫҫӗ, унашкал чечексене вӑл Шуратӑл тӑрӑхӗнчи улӑхсенче нихҫан та курман.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Чечексене шӑварма хӑш чух амӑшӗ тухать.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫил шӗвӗр тӑрӑллӑ йывӑҫсене кӑшт авкаласа илет, е тата юлашки чечексене вӗҫтерет.Ветерок чуть-чуть гнул острые копья верхушек деревьев и разносил последнюю метель лепестков.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Куҫа ҫеҫ хуп, чӗрӗлекен уй-хирӗн шӑршипе тулнӑ сывлӑш машинӑн чӳречи витӗр кӗрсе урӑх, тӑван ҫӗршывӑн уй-хирӗнчи тата вӑрманӗнчи шавлӑ та кӑмӑллӑ ҫуркуннене, ешӗл курӑк хушшинче ӳсекен ылтӑн тӗслӗ сарӑ чечексене, йӑлтӑртатса тӑракан хурӑн вӑрманне, чӑрӑшсен тура пек картлӑ-картлӑ тӑррисене, ҫамрӑк лӑс витӗр сухӑрпа йӑлтӑртатса тӑракан ватӑ хыр йывӑҫҫисене, вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан кӗрхи тырӑ калчисене тата хура ҫӗртме пуссине аса илетӗн.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Сывлӑмпа нӳрленнӗ чечексене вӑя чӗрки ҫинчен силлесе пӑрахрӗ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Вилтӑпри ҫинчи чечексене нимӗнле шӑрӑх та типӗтеймӗ: вӗсене кулленех улӑштарса тӑрӗҫ, вӗсем яланах чӗрӗ пулӗҫ.Никакая жара не высушит цветы на могиле: ежедневно сменяемые, они всегда будут живыми.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл славянсен столицин уявлӑ сассине, ҫӳлӗ ялавсем вӗлкӗшнине, музыкӑна илтет, площадьсем ҫинчи хӗвеле те, чечексене те курать.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Юличка ҫав чечексене питӗ юратать.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӗтмен ҫӗртенех палуба ҫине, юр ҫунӑ пекех, ырӑ шӑршӑллӑ шурӑ ландыш чечекӗсем ӳкме тытӑнчӗҫ: ҫав чечексене челюскинецсене кӗтсе илекен самолётсем ҫинчен питӗ тӗл пӑрахрӗҫ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эсир чечексене питех те юратнине пӗлетӗп вӗт эпӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Эсир мӗнле йышӑннӑ пулӑттӑр? — терӗ те Пӑван ура ҫине тӑрса, хӑйӗн аллинчи чечексене пичӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.