Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран, нейтральнӑйпа нейтральнӑй мар пӳлӗмсем пачах уйрӑлса тӑраҫҫӗ; анчах нейтральнӑй мар пӳлӗмсене яланах пӗр паллӑ вӑхӑтра ҫеҫ кӗме юрать; ку вӑл виҫӗ апатран иккӗшӗ нейтральнӑй мар пӳлӗмсенче пулса иртнипе ҫапла: ирхи чее Вера Павловна пӳлӗмӗнче, каҫхи чее — Александр пӳлӗмӗнче ӗҫесси йӑлана кӗнӗ; каҫхи чей нимле процедурӑсӑрах иртсе каять; тарҫӑ, ҫав Степанах, Александр пӳлӗмне сӑмаварпа чей ӗҫмелли курка-чашӑксем илсе кӗрет те урӑх ним те тумасть; анчах ирхи чее вара урӑхларах йӗркепе ӗҫеҫҫӗ: Степан Вера Павловна пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнчи нейтральнӑй пӳлӗме сӑмаварпа курка-чашӑксем лартать те Александр Матвеича; сӑмавар лартнӑ, тет; е, урӑхла каласан, вӑл Алексаддр Матвеич хӑй кабинетӗнче пулсан ҫапла калать; ӑна унта курмасан вара? — ун пек чух Степан йыхрав ҫине ал ҫеҫ сулать, чей ӗҫме вӑхӑт ҫитни ҫинчен вӗсем хӑйсемех астума тивӗҫ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тул ҫутӑлнӑ чухне вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑл кухньӑна аннӑ та чей ӗҫме кухаркӑпа пӗрле апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ачисене ҫитерме ҫӳле чупса хӑпарнӑ, унтан хуняшшӗне, упӑшкине, пӑяхамӗсене чей ӗҫтернӗ, каллех хӗрачисене ҫитернӗ, унтан ҫӗленӗ, пурин кӗпи-йӗмӗсене те сапланӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ачисемпе пӗрле сада тухса, унта каҫхи чей ӗҫмелли вӑхӑт ҫитичченех ларнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лимон татӑкне чей стаканӗ ӑшне яраҫҫӗ, кашӑкпа сӗткенне пусса кӑлараҫҫӗ, унтан чей ӑшӗнчен кӑларса чей чашки ҫине кураҫҫӗ.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Чее е кофене сӗтелтен аякра кресло ҫине вырнаҫса ӗҫетӗр пулсан, чей чашкине сулахай алпа, чей стаканне сылтӑм алпа тытса ӗҫмелле.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Куркана тыткӑчипе сылтӑм еннелле ҫавӑрса лартмалла, чей кашӑкӗ чей чашки ҫинче чей куркин сылтӑм енче выртмалла.Чашка должна быть повернута ручкой вправо, а чайная ложка лежать на блюдце справа от чашки.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Таня чей ӗҫет, чей чашки ҫине вӗрет, мӗншӗн тесен вӑл васкать, чейӗ тата вӗри, ниепле те сивӗнме пӗлмест.Таня пила чай и дула в блюдце, потому что она торопилась, а чай был горячий и никак не остывал.
Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Ҫапла пӗрре, каҫхи чей ӗҫсе ларнӑ чух, Сергей Платонович хӗрӗ ҫине (Елизавета, гимназирен вӗренсе тухнӑскер, чылаях лайӑх хӗр пулса ҫитме ӗлкӗрнӗ) ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ; ун аллинчи янтарь пек чей тултарнӑ чей чашки кӑлтлатса сиксе илчӗ:
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл сывӑ мар ҫынна чей ӗҫтересшӗн, анчах чей мар ӗнтӗ ку, чей вырӑнне вӗсем аслашшӗ кӗркунне таврари сӑртсем ҫинче пуҫтарнӑ тутлӑ шӑршлӑ курӑка яраҫҫӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ Саньӑна чей ӗҫтертӗм — вӑл ҫӑра чей юратать — вӑл епле ӗҫсе-ҫинине хам пӗрмай пӑхса тӑтӑм, вӑл та мана хӑйпе пӗрле лартрӗ, эпир пӗрле чей ӗҫрӗмӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
3 апат кашӑкӗ укроп вӑррине, 1,5-шер чей кашӑкӗ вӗтетнӗ ҫӑкапа календула чечекӗсене, 2 чей кашӑкӗ упа ҫырлин /бузина черная/ чечекне, 2 чей кашӑкӗ пӗтнӗк ҫулҫине хутӑштармалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
2,5-ер чей кашӑкӗ вӗтетнӗ календула чечекӗпе куккурус ҫӳҫине, 2-шер чей кашӑкӗ сар ҫип утипе /зверобой/ шӑлан ҫырлине, 1-ер чей кашӑкӗ йӗтӗн вӑррипе пӗтнӗк /мята перечная/ ҫулҫине, 2 апат кашӑкӗ сарӑ кушак урин /бессмертник песчаный/ чечекне хутӑштармалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар пӗр чарӑнмасӑр вӗресе ларать ҫав тараватлӑ пӳртре — чей ӗҫекенни чей ӗҫет, юмахлаканни юмахлать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чей ҫулҫи тултарнӑ корзинӑсене вара грузовой автомобильсем ҫине лартаҫҫӗ те чей фабрикине илсе каяҫҫӗ.Корзины с листьями чая переносили на грузовые автомобили, которые доставляли их на чайную фабрику.
Чей плантацийӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пӗрре Йӑван вӗреннӗ ҫӗртен таврӑнсан амӑшӗ ӑна чей лартса панӑ тит те, Йӑван [чей ӗҫеччен] лаши патне пынӑ та, лаши ӑна каланӑ:
2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.
Тутар-пушкӑртран лайӑхрах, киленсе чей ӗҫме пӗлекен тата чей ӗҫтерме пӗлекен халӑх урӑх ҫук пуль.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ытти ачасем те ӗҫсӗр лармарӗҫ: чейникпе чей (эрех тесе ӗнтӗ) ӑшӑтрӗҫ те ӑна, чее, пӗчӗк кашӑк писук янӑ стакансене шӑпӑртаттарчӗҫ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ну, шутлатӑп ӑшӑмра, атте валли чей ӗҫме пӗр кӗренкке чей тултарӑп та, унӑн вара ӳслӗкӗ иртме те пултарать.Ну, думаю, куплю фунт карамели отцу к чаю, может тогда пройдет у него кашель.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Чее ҫынна — чей курки, Тӑмсай ҫынна — тӑм курки.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл Шахбаз князь умӗнчех аллинчи чей чашкине пӗтӗм вӑйпа урайне печӗ, унтан чей чашки мӗнле саланса кайнине пӑхмасӑр пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ман пӗр пачка чей пур — чӑн Китай чейӗ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.