Шырав
Шырав ĕçĕ:
Суворов салтакӗсем хӑйсен командирӗсем вӗсен ӑс-хакӑлне, ҫапӑҫури чеелӗхне тата хӑюлӑхне шанса тӑнине пӗлнӗ.Это были солдаты, в разум, боевую смекалку и смелость которых верили и эти качества развивали.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мужиксен пӗр пайне хӗрлӗ ҫӗленсен чеелӗхне сыхлама хӑварса, Ромаҫ ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнне сулахай енне хӑваласа кайрӗ; пуянсен ушкӑнӗ патӗнчен чупса иртнӗ чух эпӗ тахӑшӗ ҫиллессӗн кӑшкӑрнине илтрӗм:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Анчах вӗсен чеелӗхне эпир малтанах сисрӗмӗр.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анчах эпир, вӗсен чеелӗхне сиссе, ал-хапӑл вӗсем хыҫӗнчен йӗрлеме шутламарӑмӑр.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӑшмансен чеелӗхне шутласа тухма тытӑнчӗ: ҫул ҫине минӑсем лартнӑ — пӗрре, пуҫ ҫине йывӑҫсем йӑвантарасшӑн пулнӑ — иккӗ, канав — виҫҫӗ, кӗпер патне пыма чарас тесе пӳртрен пӑшалпа пеме пуҫларӗҫ — тӑваттӑ…
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Чикӗ урлӑ каҫакансемпе тахҫантанпах кӗрешсе пуян опыт пухни, тӑшман тактикине пӗлни Смолярчука пысӑк пулӑшу пачӗ, вӑл тӑшман чеелӗхне ӑнланса илме, вӑхӑта перекетлеме, йӗрлесе пымалли ҫула кӗскетме пултарчӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Павӑлӑн чеелӗхне унӑн ӑс-тӑнӗпе политикӑлла таланчӗн уйрӑлми пайӗ вырӑнне хурать Уча.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах тилӗ тем пек чее пулсан та, паян-и, ыран-и, этем ун чеелӗхне тавҫӑрса илетех…Но, как лиса ни бывает хитра, рано или поздно человек ее разгадает…
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Питӗ тӗлӗнмелле-ҫке: хӑв чи ырӑ этемсем хушшинче чи илемлӗскер тесе шутлакан юратнӑ ҫынтан хӑратӑн, ҫав вӑхӑтрах тата ху шутсӑрах курайман ҫынтан пӗртте хӑрамастӑн, унӑн пӗтӗм хытӑ чӗрине тата усал чеелӗхне пӗлсе тӑран пулин те.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мӗн ачаран хыткан та йӗркесӗртерех ӳснӗскер, хӑйне кун курмалӑх чеелӗхне ҫитернӗ-ха вӑл: малтан тӗлӗк тупсӑмӗсене чухласа, каярахпа вӗрӳ-суру такмакӗсене тӗшмӗрткеленипе, тӗпчесе-пӗлсех кайман кӳршӗ-аршӑ хушшинче хӑйне кура чапа тухнӑ та, халь те пулин ҫавӑнпа славни тӑранкаласа, Анаткасри пӗчӗк пӳртре пӗр-пӗччен пурӑнать.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сехетен чеелӗхне питӗ час тупрӑр.
17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл ун куҫӗ умӗнчех чакаланса сехетӗн чеелӗхне шыраса тупрӗ, анчах лешӗ нимӗн те ӑнланман.У него на глазах он докопался до секрета, разбирал часы, и тот ничего не понял.
17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Юлашкинчен маҫтӑр сехетӗн чеелӗхне тупрӗ.
17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пирӗн хуҫа, хӑйӗн исландецсен айӑпсӑр тӳрӗ кӑмӑлӗпе, пичченӗн чеелӗхне сисмесӗрех юлчӗ пек туйӑнчӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ӗлӗкхи саманара ҫӑвар уҫма именнӗ хӗрарӑмсем пуян-куштансене питлеме хӑюлӑх ҫитерни, вӗсен чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫӗнӗ самана тивлечӗпе вӗсем те этем шутне кӗме пуҫланине палӑртакан тӗслӗх мар-и вара!
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсен тупсӑмне ыттисенчен ытларах чухлакан Микула, ҫак йывӑр вӑхӑтра халӑхсен интересӗсене хутӗлесе, Михха чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ҫак этнологи енӗпе пыракан тавлашура хӑйӗн тӗрӗслӗхне ҫав териех хӗрсе кайса кӑтартма пуҫларӗ те, унӑн чеелӗхне пула майор та виҫине ҫухатрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Епле тӗлӗнмӗн-ха ӗнтӗ пакша ӑсӗпе чеелӗхне курса!
Пакша ӑсӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 75 с.
Анчах Якур мулкачсен чеелӗхне шыраса тӑман, йӗрӗ тӳрех мулкач йӗрӗсем урлӑ иртет.Только Егорка не стал распутывать заячьи хитрости: лыжные борозды прямо через малики идут.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.
Пугачев Гришатка чеелӗхне тавҫӑрать.
Шашкӑлла выляҫҫӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.