Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗнтен нумайӑшӗ, Сывлӑш десант ҫарӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса, ятарлӑ ҫар операцийӗнче граждансен тата ҫӗршывӑмӑрӑн интересӗсене хӑюллӑн хӳтӗленине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/02/ole ... hno-desant
Пӗр-пӗрне сумласа хисеплени кӑна пире кашниех хӑйне юратнине, хисепленине тата хӳтӗленине туйса тӑракан общество туса хума, унта тӑван ҫӗре юратакан, унӑн малашнехи аталанӑвӗпе чечекленӗвӗшӗн ырми-канми ӗҫлеме хатӗр аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – Раҫҫейӗн чӑн-чӑн гражданинне пӑхса ҫитӗнтерме май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut
Каҫхине Настьӑпа Ксюшӑн ҫуралнӑ кунне уявлама пынӑ хӑнасем пӗрмаях урине бинтпа ҫыхнӑ паттӑр Тимофей ҫинчен калаҫрӗҫ, хаяр йытӑран хӳтӗленине сӳтсе яврӗҫ.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Эпӗ хӳтӗленине пӗлсен, сана ҫынсем те кӳрентерме хӑрӗҫ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Садуров художнике уҫҫӑнах хӳтӗленине, хӑшпӗрисене, ҫав шутрах Кактышева хӑйне те, куҫа уҫса пӑхма сӗннине вуласан, кӗвӗҫӳ хурчӗ ҫӗнӗ вӑйлӑ йӑшӑлтатма-сӗрлеме пуҫларӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекен пуҫлӑхсем хӑйсене патшалӑх хӳтӗленине пӗлсе тӑрса, курса, сиссе, ӗҫлекен халӑха аталанма чарса тӑраҫҫӗ.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Пӗррехинче тата Марук аппасен хур амийӗ чӗпписене йытӑран мӗнле хӳтӗленине каласа парса урамӗпех култарнӑччӗ.Однажды рассказывая, как гусыня тети Марьи защищала цыплят от собаки, рассмешила всю улицу.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Повесть граждан вӑрҫи историйӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑра — Сталин юлташ ертсе пынипе Царицына хӳтӗленине — сӑнласа памалла.
Ҫӑкӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вунҫиччӗре чух ҫамрӑк этем, хӑйне хӑй яланах хӳтӗлеймест пулин те, пурпӗрех ӑна кам та пулин хӳтӗленине юратмасть — ҫакна ӑнланасшӑн мар Алексей Михайлович.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Большевиксем простой, чухӑн ҫынсене хӳтӗленине Чапаев халь пӗлнӗ ӗнтӗ: вӗсем халӑх телейӗшӗн кӗрешеҫҫӗ.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ун чухне тин, 1984-мӗш ҫулта эп атте Брест крепоҫне хӳтӗленине пӗлтӗм.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Хӑйне хӳтӗленине каҫарни вырӑнне хурса пулас, провокатор командир ури умне тӗшӗрӗлсе анчӗ те йӗрсе ячӗ:Приняв заступничество за проявление милости, провокатор повалился в ноги командиру:
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анюта ун чухне те пиртен, эпир кулнинчен яланах сана хӳтӗленине эпӗ халӗ те астӑватӑп-ха.И я знаю: Анюта и тогда всегда защищала тебя от наших насмешек.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Парти ҫынни пулнӑ май эпӗ хамӑн партин судне ҫеҫ йышӑнатӑп, ҫавӑнпа та тӳрре тухас тесе каламастӑп, ман пекех хӳтӗленине йышӑнма килӗшмен юлташӑмсен кӑмӑлӗпе — эпӗ сире эсир ӑнланайманнине ӑнлантарса пама тӑрӑшӑп.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗн шухӑшне агроном тӳррӗн те ҫине тӑрса хӳтӗленине пула, Андрей ӑна ирӗксӗрех кӑмӑлларӗ.Прямота и стойкость агронома в защите своих позиций невольно располагали Андрея.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗрӳ Потоцки хӑйӗн планне ытах та асар та писер хӳтӗленине кура, Эдвард, хӑйне хӑравҫӑ тесе айӑпласран шикленсе, ӑна хирӗҫ нимех те калаймарӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Татарскине ҫитесшӗн-ха: хамӑрӑннисем хутора мӗнле хӳтӗленине тата ҫемье ӑҫтине пӗлсе килес тетӗп.— Хочу пробечь до Татарского, поглядеть, как наши хутор обороняют, да, кстати, разузнать, где семья.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ пурте паллӑ: нимӗҫсем ирхине ирех разведка тунӑ иккен те мӑн ҫулсене мӗнле хӳтӗленине пӗлнӗ, унтан вара рубежа ҫӳлтен, сывлӑшран пӑхса ҫӳренӗ, пирӗннисене улталас тесе, мӑн ҫулсем патӗнче юриех персе хӑтланнӑ, халь ӗнте, оборонӑн вӑтаҫӗрне бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑн, вӗсем кунта хӑйсен тӗп вӑйӗсене яраҫҫӗ иккен.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуринчен малтан вӑл мӗне хӳтӗленине аван пӗлет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Пирӗн Стара-планина чылай маттура хӳтӗленине пире те хӳтӗлӗ, — хушса хучӗ Иван Остен та.— Да, наша Стара-планина многих юнаков укрывала и нас укроет, — проговорил Иван Остен.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2