Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл унӑн шуранка сӑнӗ-питӗнче ҫӑткӑн ҫӳхе тутӑ хӗррисем кӑрт-карт туртӑнкаласа илсе чӗтренисене, ҫынна тӑрӑхласа вылянакан кӑштах хӗсӗнтернӗ куҫӗсене курса тӑма юратать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пит-куҫне унӑнне тарӑн пӗркеленчӗксем йӗрлесе тӑраҫҫӗ, сухалне вӑл нумайранпа хырман, ҫак вӑхӑтрах моряк, хӑйӗн хӗсӗнтернӗ куҫӗсемпе адмирала шанчӑксӑррӑн хыпашлать.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Халех тӗрӗслесе пӑхатӑп… — секретарь сӗтелӗнчен графасем туса тултарнӑ хут листи туртса кӑларчӗ, кӑшт хӗсӗнтернӗ куҫӗсене ун ҫийӗн шутарса илчӗ те сасартӑк хӗремесленсе кайрӗ:
20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл тӳрех ҫӑвар тулли ҫӑкӑр ҫыртса илчӗ, шупка-хӗрлӗрех сӑн ҫапнӑ сарлака шӑмӑллӑ питҫӑмартисене хыттӑн вылятса чӑмла-чӑмла хӗсӗнтернӗ чакӑр куҫӗсемпе Разметнов ҫине тирӗнчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1