Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗпӗртесе (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте Яковлевӑн ырӑ ӗҫӗсем пирки хӗпӗртесе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫӗнтерӳ кунӗ, майӑн 9-мӗшӗнче, ял-йышпа пӗрле култӑм-савӑнтӑм, ирсӗр тӑшмана ҫапса аркатнишӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗпӗртесе юрларӑм та, ташларӑм та.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

— Вӑл кулса илчӗ те татах темшӗн хӗпӗртесе кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл, темшӗн хӗпӗртесе ӳкнӗ пӗчӗк ача пек, йӑл кулса илчӗ те тепӗр аллине шӑтӑка чикрӗ, унтан ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ ҫапах та, темшӗн хӗпӗртесе, ҫӗкленсе кайнӑскер, ӑна-кӑна асӑрхаса тӑмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ тӗрӗсех кӑтартрӑм вӗт! — хӗпӗртесе кӑшкӑрса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл мулкач енне кулкаласа, хӗпӗртесе аллине тӑсрӗ, анчах ӑна илчӗ ҫеҫ — унӑн сӑнӗ сасартӑках улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗскер пӗр вӑхӑтлӑха ним тума пӗлмесӗр ҫаврӑнкаласа тӑтӑм, унтан хам ҫума майлаштарса ҫакса, тата малалла, Шӑхаль ҫырми еннелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫурта пек тӳрӗ хырсем епле йӑванни ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, йӑвантарнӑ хыр турачӗсене ҫивчӗ пуртӑпа ҫӑмӑллӑн касрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ те хама хаваслӑ туйса кайрӑм, ешӗл вӑрман ҫине, хӗвел ҫутинче ҫаплах йӑлтӑртатакан шултра тумламсем ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, вӑрманта кайӑксем чӗвӗлтете пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Куҫсем кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман ҫине, ҫырма хӗррипе хӑпаракан шурӑ тӗтре ҫине хӗпӗртесе пӑхрӗҫ, хӑлхасем, вӑрманти кашни сас-чӗвве хӑйпе майлӑ илтсе, ман умра каллех юмахри евӗрлӗ тӗнче ҫуратрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ вара, темшӗн ача пек хӗпӗртесе кайса, хам тӗллӗн хам кулса илтӗм те, кӗҫналӑка ерипен уҫса, картун умне тухса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Хӗпӗртесе укҫа пуҫтартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

«Ах, эсир пурне те асӑрхатӑр-ҫке!» — ҫи-пуҫ илемне курнӑшӑн хӗпӗртесе, хӑйне тата ытларах кӑтартас тенӗ пек, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫакна курсан, Савантер калама ҫук хӗпӗртесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӗтнепе Хырла тӑрӑхӗсем — чӑвашла калаҫакан пурришӗн хӗпӗртесе хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк хӑйне ырӑ сӑмахпа иртме сӗннӗшӗн хӗпӗртесе кайрӗ, калаҫа-калаҫа, сак тӑршшӗпе сарнӑ кӗҫҫе ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑп тӗми тӗлнелле Сехет ҫитмен — ҫитрӗҫӗ; Умри хула ҫинелле Хӗпӗртесе пӑхрӗҫӗ: Аслӑ чаплӑ Шупашкар, Сырса илнӗ ҫичӗ вар.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Вилмен! — хӗпӗртесе шухӑшларӗ Янеев. — Ӑна мӗнле те пулин ҫӑласчӗ».

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ку лайӑх-ха», — темле яваплӑ, ҫынна ҫеҫ тивӗҫлӗ, анчах аппалануллӑ, алла варалакан ӗҫрен хӑтӑлма, пӑрӑнма май ҫаврӑнса тухнипе хӗпӗртесе, хӑйне лӑшах ячӗ Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех