Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗпӗртесе (тĕпĕ: хӗпӗрте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн хыҫҫӑн ӗлкӗреймерӗмӗр ҫав, — терӗ Аттеней Сарри вӗсене вӑрҫманнишӗн хӗпӗртесе.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑнлантӑм, — хӗпӗртесе ӳкрӗ Аттеней.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ну, укҫан та кӑшт пама пултаратпӑр, — хӗпӗртесе ӳкрӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай калаҫӑва пит хутшӑнмарӗ, анчах ӑшра ҫав тери хӗпӗртесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑрса илсе пӗр ҫын юлми пӗтерсе тӑкӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн ҫыннисем вырӑссене ним хӑрамасӑр тапӑннипе хӗпӗртесе ӳкнӗскер.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ княҫсем кӑшкӑрашнине аслӑ князь ним чӗнмесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑван яла килсе курас терӗн апла, Ятламас? — хӗпӗртесе калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем пекех хӗпӗртесе илсе килтӗм эпӗ ҫак хаклӑ парнене.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Ара, пире Вӑрманкасри хӑтасем хӑнана чӗнчӗҫ мар-и. Утара никам та юлмасан, ҫын-мӗн килсен лайӑх мар, — хӗпӗртесе ӳкрӗ Настаҫ кинеми те.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Кампур, хӑйне хуҫи юратнипе хӗпӗртесе, ӑслӑ куҫӗпе ытарайми аван пӑхкалать, хуҫи ҫумнех пырса ларма пикенет.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Эпӗ, калама ҫук хӗпӗртесе, Катьӑна пилӗк пӳрне тармакласа кӑтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн сасса илтсе, класран Катя чупса тухрӗ, вӑл, хӗпӗртесе, мана хулран ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Килнӗ-и, ӑҫта вӑл? — хӗпӗртесе ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хӗпӗртесе, часрах тӑрса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫтаппанпа Гаврила пултараҫҫӗ, — терӗ пичче хӗпӗртесе.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗ вилсен, Ваҫҫа питӗ хӗпӗртесе тепре авланӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑслӑ шухӑш! — килӗшрӗм эпӗ те хӗпӗртесе.

— Добрая мысль! — согласился Михабар.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав ир Микулайсем патӗнче тӗл пулсан вӗсем иккӗшӗ те, Уккапа Микулай, ҫав тери хӗпӗртесе ӳкрӗҫ.

Встретившись утром в доме Мигулая, Укка и Мигулай не могли скрыть радости.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тусӗсем пурӑнакан пӳрт ҫывӑхӗнче Ухтиван картишӗнчен тухакан Миклая курса хӗпӗртесе ун патне чупса пырать, вырӑс йӑлипе ӑна ыталаса чӑмӑртать.

А вот и дом, где живут его друзья. Увидев во дворе Миклая, Ухтиван не удержался и припустил бегом. Обнял по русскому обычаю, крепко пожал руку.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех