Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланса (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1729 ҫулта Чукотка халӑхӗсене ясак тӳллеттерес тесе черетлӗ хут хӑтланса пӑхнӑ, ҫак тӗллевпе Афанасий Шестаков ертсе пыракан ҫӗнӗ ҫар экспедицине йӗркеленӗ, ҫапах та ӑна чукчасем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

В 1729 была с целью очередной попытки обложить народы Чукотки ясаком предпринята новая военная экспедиция под командованием Афанасия Шестакова, однако она была разбита чукчами.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Кайран вара — Павӑл алкум тӑрринчен вӑрттӑн кӗме хӑтланса пусма ҫинчен персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн хӑтланса ҫӳретӗн эс? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эх ухмах, ухмах, мӗн хӑтланса пурӑнтӑм, ӑҫта ҫапкаланса, мӗнле телей шыраса ҫӳрерӗм пуль эпӗ ҫак таранччен!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Мӗн тума ҫӗрле сапурсем урлӑ сикме хӑтланса ҫӳретӗн? — тесе ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Е тин ҫеҫ амӑшӗ пӑрахнӑ ҫӑвӑр автан, авӑтма хӑтланса, питӗ айваннӑн кӑшкӑрашать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тем хӑтланса та — уншӑн вилме хатӗр пулса та — ҫавӑраймӗ ӗнтӗ йытӑ ҫури качака чунне хӑй енне.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫакна чӗлхе айне хурсан, тӑвалла та пӗр икҫӗр метр салтак пек утса каятӑп… — терӗ вӑл, тарӑннӑн сывлама хӑтланса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Паян хӑюлӑх ҫитертӗм те… чи йӗркесӗр ҫын пек хӑтланса пӗтрӗм…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

…Ҫырма леш енче Тимахви тете ҫаплах ҫеремри лашана тытма хӑтланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ӑна аса илсе, ӳкерме те хӑтланса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Турунов ӗнерхи канашлура столовӑйсене ҫитес уйӑх варринче туса пӗтеретӗп тесе сӑмах пачӗ, Григориу вара, ача-пӑчалла хӑтланса, ӑна мӑшкӑл кӑтарттӑр-и?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Путиш хӑтланса ан лар-ха, ӑстӑн пӑсӑлнӑ ҫын пек!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫынна улталасси-мӗнӗ ҫук ман, кӗрт йыттилле хӑтланса ҫылӑха кӗрес йӑла та ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Атя татах хӑтланса пӑхар.

– Давай попробуем еще.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

«Халь ман черет», – хӑтланса пӑхасшӑн пулчӗ Настя.

«Теперь моя очередь», – тоже захотела попробовать Настя.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Хӑтланса пӑхас килет-и?

Хотите попробовать?

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Эп мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине ӗнентерме хӑтланса ҫичӗ-сакӑр ҫӗре кӗрсе тухма тиврӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех