Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна илсе килеймесен е туй вӑхӑтӗнче вӑл асар-писер хӑтланма тытӑнсан?
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тивӗҫлӗ мар Тукай ун пек йӗркесӗр хӑтланма.
10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унашкал хӑтланма юрамасть иккен.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӳрех, Тимофей Николаевич пек, хӑтланма ҫук.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эсир хирӗҫлеме, ӗнентермешкӗн хӑтланма пултаратӑр, анчах эпӗ ҫак ӗҫе мана алӑран пилӗк пин фунт тыттарсан кӑна пӑрахӑҫлатӑп.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эсир ҫапла хӑтланма хӑятӑр-и?
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Манӑн килӗмре ҫапла киревсӗр хӑтланма епле хӑятӑр эсир?
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫапла хӑтланма пултарнӑ тӑк — вӑл ухмаха ернӗ.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сӑлтав ансатлӑхӗ Бевенера тискер ӗҫне пурнӑҫа кӗртнӗ чухне хӑйне евӗрлӗн хӑтланма кансӗрлемерӗ.Банальность мотива не помешала Бевенеру проявить некоторую оригинальность в исполнении преступления.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.
«Кунашкал маттурлӑхпа, — шухӑшларӗ Фуль, — ҫӑра сӳтӗнре ҫын та путмашкӑн хӑтланма пултарать».«С таким же успехом, — подумал Фуль, — мог бы человек попытаться утонуть в крутом студне».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Ӗненӗвне иккӗлентермешкӗн хӑтланма хӑякан ҫынна вӑл, Аян, вӑрӑм тунана лапчӑтнӑн кунтах, вырӑнтах вӗлернӗ пулӗччӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Анчах темскер апла та, капла та хӑтланма ирӗк памарӗ-ха.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗлимуна курассишӗнех ҫапла хӑтланма юрать-и вара?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Ара, ял пуянӗсем тес — вӗсем хӑравҫӑрах ҫынсем, хӗсӗнсе ҫитсен кӑна унашкал хӑтланма пултарӗҫ, — шухӑшларӗ вӑл.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков чип-чипер тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын-ҫке, нимсӗр-мӗнсӗр апла хӑтланма кирлӗ мар пек…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Епле-ха ҫапла хӑтланма пултарнӑ Вера аппа.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Марина ун пек хӑтланма пултараймасть».
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Анчах, шалтан револьверпа пересрен шикленсе пулас, капла хӑтланма пӑрахаҫҫӗ.Но, опасаясь револьверных выстрелов изнутри, бросили это занятие.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Станицӑсенче Мамонтовпа Фицхелауров генералсем: партизанла хӑтланма, вӑя сапалама, 5-мӗш армие хыҫалтан йытӑ пек кӗре-кӗре кайса тулама кирлӗ мар, — ӑна татӑклӑ ҫапӑҫура пӗтӗмӗшпех аркатса тӑкмалла та, вара пирӗн пӗтӗм округа ҫитмелӗх пурлӑх пулать, тесе вӗрентнӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Москалев мӗн хӑтланма шухӑш тытнине Носович ҫеҫ мар, ыттисем те чылайӑшӗ лайӑхах пӗлнӗ.Носович, — да не он один, — отлично понимал затею Москалева.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.