Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах арӑмӗ, упӑшки ют хӗрсене ересрен хӑраканскер, ӑна кунта та канӑҫ памарӗ, килнех сӗтӗрчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Эпӗ те, халиччен пӗр ют ҫын патне пырса лекменскер, вырӑссенчен вилесле хӑраканскер, сӑмахсӑрах Ивашка тетепе калаҫса татӑлнӑ тейӗн, хуллен урама тухрӑм та пуҫӑма ун арки ҫине пырса чикрӗм.
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Яп!» сӑмах тӗлне ҫитсен Ида шӗвӗр пӳрнипе Линӑна тӗртет те, лешӗ, кӑтӑкран хӑраканскер, тӳрех кӑшкӑрса ярать те кулма пуҫлать.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Питӗ хӑраканскер, каснӑ-лартнӑ тискер пӑлан пек, — пит-куҫне чалӑштаркаласа илчӗ Эттай.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эпӗ снабжени начальникӗ панӑ продуктӑсенчен хатӗрлетӗп, — хӑвӑрт тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Ногтев, Батманова юраймасран хӑраканскер.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫуртине сӳнтерчӗ те вӑл, вырӑн ҫине выртрӗ, мӗн ачаран вӑрах тӗттӗмрен хӑраканскер, тӗттӗмрен хӑрас мар тесе, шинельне хывса пуҫ тӳпинчен витӗнчӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах тигр хӑраканскер пулман-мӗн, ҫӗрле, тул ҫутӑлас умӗн, йытӑсене пурне те пӑва-пӑва тухнӑ.
Сунарҫӑ калавӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 65–67 с.
Вӑл йӗрӗнчӗклӗ те усаллӑн пӑхнинчен ҫак минутра Василий ӑна мӗнле курнине Валентина ӑнланчӗ: тӳр пилӗк, пакша тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк ӑшне путнӑскер, вӑрмантан та, ҫӗрлехи тӗттӗмлӗхрен те, ӗҫрен те хӑраканскер.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Валя аппӑшӗ, пӗрмай ҫывӑрса юласран хӑраканскер, будильник пружинине хытарса лартатчӗ; сехечӗ вара, ирсӗр, шӑп вилес пек ҫывӑрас килнӗ чух, утиял айӗнчен тухас килмен вӑхӑтра шӑнкӑртаттаратчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Берта питӗ хӑраканскер ӗнтӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1