Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫсе-ҫисе савӑннӑ вӑхӑтра, усал-тӗсел курӑннӑ пек, Ваҫухха пырса кӗчӗ те, алӑк ҫумӗнчен хӑпмасӑр, туйи ҫине тӗренсе тӑчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ӗлӗк тарҫу полнӑ полӗ те, халь эп сан тарҫу мар ҫав, — алӑк патӗнчен пӗр утӑм хӑпмасӑр тавӑрчӗ Аттеней.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мана пӑхӑнакан ҫынсем, Сире калатӑп пытармасӑр: Манран пӗр ҫухрӑм та хӑпмасӑр Мана йӗрлеҫҫӗ ҫӑхансем.
XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сахал-и ыйӑха курмасӑр, Эп сӑпкунтан самант хӑпмасӑр, Куҫа хупмасӑр, сиктерсе Ҫӗр каҫиччен-ҫке лӑплантарнӑ, Усалсенчен те хӳтерсе, Телейлӗ тӗлӗкпе кантарнӑ.
IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Каласа кӑтарт-ха, — терӗ вӑл ун патӗнчен хӑпмасӑр.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йытӑ вырӑнтан хӑпмасӑр кунӗ-кунӗпе выртать — виличченех; иртен-ҫӳрен ҫакна курса кунта урӑх шанӑҫ ҫуккине туять, пурнӑҫа шанӑҫ пӗтнӗлӗх ҫавӑрса хӗстернӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунсӑр пуҫне Фаркугар хӑйӗн поварне шелсӗррӗн хӗнет; йӗнертен хӑпмасӑр ҫӳрет; ҫавӑнпах, унӑн канӑҫсӑр виҫине-тиевне чӑтаймасӑр, виҫӗ ашак вилсе выртрӗ.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сасартӑк Цаупере, Гентран пачах та хӑпмасӑр юнашар пыраканскер, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ те Гента айккинелле тӗртрӗ, ҫӗртен шӗп-шӗвӗр темиҫе турат туртса кӑларчӗ, — вӗсен вӗҫӗсене тикӗт евӗр хура ҫӑра темӗскер сӗрнӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Блюм сехетне пытарчӗ, тутине пӑчӑртаса ҫыртнӑ та шывалла тӗмсӗлет, унтан ҫӗкленчӗ, кӑштах уткаласа ҫӳрерӗ — ҫыранран хӑпмасӑр, вара таврӑнчӗ те малтанхи вырӑна пырса ларчӗ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫав кун Давенант чӳрече патӗнчен хӑпмасӑр чӗлӗм туртрӗ, вентиляторӑн тимӗр калпакӗн чалӑшӗнче телеграф провочӗсем касса уйӑракан пӗлӗтсен сийӗсене сӑнать…
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Телегин халӗ ӗнтӗ тулта мӗн пулса иртнине кантӑкран самантлӑха хӑпмасӑр сӑнарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эсир вара, хӗрӗм, паян килӗре таврӑнма пултаратӑр, халь ун ҫумӗнче ҫын хӑпмасӑр ларни кирлех мар.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр сӑмахпа, Ҫӑпата Матвине пульницана илсе ҫитерессе ҫитерчӗ вӑл, ирччен ун патӗнчен хӑпмасӑр ларчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Свиношок вара кунсеренех, йытӑ ҫури пек, Эмиль хыҫҫӑн пач хӑпмасӑр ҫӳрерӗ, ҫакна кура, Эмиль чӗри ирӗлсе кайманни анчах.День-деньской Свинушок ходил за Эмилем по пятам, как собачка, и сердце Эмиля таяло.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Этем куҫӗ тӗксӗм ҫӑлтӑра телескоп витӗр малтанах кураймарӗ пулсан, кайран 10 сехет пӗр хӑпмасӑр пӑхса тӑрсан та пурпӗрех кураймасть.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Халӗ вӗсем тӳпене куҫ-шӑтӑксенчен хӑпмасӑр сӑнаҫҫӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫынсем, сенӗкӗсене, кӗреплисене сӗвентерсе ӗҫ вырӑнӗсенчен аякках хӑпмасӑр, кам ӑҫта ҫавӑнта — кӗлтесем ҫине, тырӑ кӑшӑлӗ, улӑм кули кутне лара-лара тухнӑ, кам, тӑвар сапса, ҫӑкӑрпа ҫӗрулми, хӑяр ҫиет; шӳтлеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ — канаҫҫӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ эсир чирлесе ӳкрӗр, — юратнӑ арӑмӑр хӑйӗн чирне манса каять, эсир ӑна: кӑлӑхах ан асапланӑр, тесе каласан та, сирӗн вырӑнӑр ҫумӗнчен пӗр хӑпмасӑр ларать; эсир кирек хӑш самантра та хӑвӑр ҫине вӑл: «мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ, эпӗ каланӑччӗ, анчах мана пурпӗр, ҫапах та эпӗ сана пӑрахассӑм ҫук» текен куҫсемпе пӑхнине туятӑр.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑватлӑ ящерӑн хул калакӗ ҫинчи тӑрӑхла шӑтӑка куҫӗсемпе пӗр хӑпмасӑр пӑхса, Давыдов пуҫне сулчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Килӗнче ларать-ха хӗртсурт пек ниҫталла хӑпмасӑр.
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1
- 2