Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑн (тĕпĕ: хӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хӑмӑн чунӑма тӗттӗм чӑваш халӑхӗшӗн хӗрхенместӗп, анчах чуралӑх сӑнчӑрне татса пӑрахмасӑр, эпир ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑваяс ҫук иккен, тет…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ тата Бен Ганн ҫеҫ ун ҫине кӑшт лайӑхрах пӑхаттӑмӑр, — Бен Ганн хӑмӑн квартирмейстерӗ пулнӑ ҫынран ҫаплипех шикленсе тӑрать пулас, эпӗ вӑл мана тепӗр хут сутма хатӗрленнине манса кайман пулин те, хама вилӗмрен ҫӑлса хӑварнишӗн тав тӑваттӑм.

Только я и Бен Ганн относились к нему несколько лучше. Бен Ганн все еще несколько побаивался прежнего своего квартирмейстера, а я был ему благодарен за свое спасение от смерти, хотя, конечно, имел причины думать о нем еще хуже, чем кто бы то ни был другой, — ведь я не мог позабыть, как он собирался предать меня вновь.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вара мана, хӑмӑн кӑмӑла хирӗҫ пырсах, сире тупӑкран туртса кӑларма тиврӗ.

И я, против желания, вытащил вас из могилы.

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫӗнтерсен эпӗ тӑшман лашисен хушшинче хама кирлине суйласа илме пултарӑп, хӑмӑн ӳкес пулсан вара, мана текех лаша кирлӗ пулмӗ.

Если я буду победителем, я возьму любого коня у врагов, если буду разбит, мне никогда он уже не понадобится.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эпӗ хӑмӑн тӗрмерен тухса кайрӑм та тавӑрӑнма пултараймастӑп.

 — Я ушёл из своей тюрьмы и не могу вернуться.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Луччӗ хӑмӑн чӗлхене касса ывӑтӑп! —

Лучше я себе язык отрежу! —

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хӑмӑн тарҫӑ хута пӗлменнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах вӑл ман ятлӑ карточкӑна палласа илӗ те камран та пулин малалла ӑнлантарса пама ыйтӗ тесех шутларӑм, ҫырассине те эпӗ юнпа ҫыртӑм.

Несмотря на то что мой слуга был неграмотен, я не сомневался, что он узнает, от кого эта весточка, главным образом потому, что это была моя карточка, после этого он, конечно, обратится к кому-нибудь за дальнейшими объяснениями, тем более что я писал кровью.

ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ сире тавлашмасӑрах хӑмӑн ҫамкана лартса паратӑп тесе шутлатӑр-и эсир… эпир шӑпа ярӑпӑр…

Вы думаете, что я вам без спора подставлю свой лоб… но мы бросим жребий!..

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех