Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлаҫлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ас тӑвать-ха, Ванюк та, Макарсен йӗтемӗ патӗнче Микки сӑртӗнче темиҫе хӑлаҫлӑ юман ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хулана куҫса килсен, вӗсем урлӑш-тӑршшӗ виҫӗ хӑлаҫлӑ пӗчӗк пӳрт туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юлан утли юланпа Виҫ хӑлаҫлӑ сӑнӑпа Чикет, вӑрҫать салтакпа, Вуник пуслӑ ҫӗлен пек; Ҫуранни те ҫӗмӗрлен Ярать тӑшманшӑн инкек.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӳрчӗ, тултан пӑхсан, виҫ-тӑват хӑлаҫлӑ кӗлет пек ҫеҫ, чӳречисем те — пӗри уй хапхи еннелле, тепри — урам еннеллескерсем — хуралҫин куҫ лакӑмӗсем, пекех хӗсӗк: краҫҫын ҫути пӗчӗк кантӑксенчен мӑчи куҫ пек кӑна курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аялта — вак чуллӑ тӑпра, ун ҫинче хытӑ, йӗплӗ тӗрлӗ курӑк сапаланса тымарланнӑ; ҫак лаптӑк ҫурт-хуралтӑран вӑтӑр утӑмра сылтӑмалла авӑнчӑклӑн та чупуллӑн, сулахаялла тӳррӗн те авӑккӑн татӑлса чикӗленет; чӑнкӑ ахрат сӗмӗнче типнӗ тунасем сулланкалаҫҫӗ — виркӗс сӑртлӑхӑн, сывлӑшӑн витӗр курӑнакан тӗтрипе карӑннӑ ҫӗр хуппин улт ҫӗр хӑлаҫлӑ ахрачӗн чикки.

Каменистая почва с разбросанной по ней шерстью жестких, колючих трав круто обрывалась шагах в тридцати от дома ломаным убегающим вправо и влево контуром; на фоне голубого провала покачивались сухие стебли — граница возвышенного плато, шестисотсаженного углубления земной коры, затянутого прозрачным туманом воздуха.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Кимӗсене, йӗлтӗрсене, йӗлтӗр патакӗсене ҫыхса, пилӗк хӑлаҫлӑ мачта турӑмӑр, ун ҫумне икӗ ялав ҫыхрӑмӑр.

Из каяков, лыж и лыжных палок связали мачту вышиной в пять сажен, прикрепили к ней два флага.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех