Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑвӑрттӑн (тĕпĕ: хӑвӑрттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, унтан тата темле япала урайне хӑвӑрттӑн лаплатса ӳкнӗн туйӑнчӗ, тулта каллех улатакка шакканӑ пек, аслати авӑтнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Хӑвӑрттӑн алӑк уҫӑлса каять те, ҫемленккене Мариҫ кӗрсе тӑрать.

В это время вдруг распахнулась дверь, и в землянку быстро вошла Марись.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫаврӑнать те, такамран тарнӑ пек, хӑвӑрттӑн тӗттӗм уялла утса каять.

Ухтиван резко сворачивает на дорогу и быстро, словно кто-то гонится за ним, шагает прочь от села.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи чӗри хӑвӑрттӑн тапать, пуҫӗ ҫаврӑна-ҫаврӑна килет.

У Савдеби сердце вот-вот выпрыгнет из груди, а голова идет кругом.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эс… ир мӗн пирки?» — ыйтрӗ пристав куҫӗсене хӑвӑрттӑн мӑчлаттарса хупса.

— В… вы о чем? — спросил пристав, заикаясь и часто моргая глазами…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шущике кашни ҫапмассерен пушшине хӑвӑрттӑн хӑй еннелле турта-турта илет, ҫӗҫӗпе каснӑ пек, ӳт ҫине урлӑ-пирлӗ йӗрсем хӑварать.

Счетчик старается особо: он бьет с оттяжкой на себя, и на теле у крестьян остаются кровавые борозды…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне шӑнасем аптратса ҫитерсен ҫеҫ вӑл пуҫне ҫӗклет те шӑлӗсене хӑвӑрттӑн шаклаттарса илет.

Время от времени, когда назойливые мухи становятся чересчур нахальными, она вскидывает голову и звучно клацает зубами.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашкинчен, чупса пынӑ пекех хӑвӑрттӑн утса пырса, чуххӑмӑнах, тӳп-тӳррӗн пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе алӑк ҫине йӑванать.

И вдруг, разбежавшись, всем телом наваливается на ненавистную дверь.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван чӗри хӑвӑрттӑн тапса илет.

Сердце Ухтивана отчего-то тревожно забилось.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри хӑвӑрттӑн малалла каять, тепри вырӑнтан та аран тапраннӑ-ха.

Один уже уплыл далеко, на середину реки, а другой барахтается на одном месте у берега.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑл хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ан ӳкӗтле, Михала пичче, комбайнера вӗренме ямалли ҫын тупӑнӗ пирӗн, ак Анушках кайма пултарать, — вӑл хӑвӑрттӑн Анушка еннелле куҫ хывса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала хыпӑнса ӳкне пек пулчӗ, хӑвӑрттӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, сансӑр эпӗ каймастӑп! — ура ҫинче тӑнӑ ҫӗртен хӑвӑрттӑн сӗтел умӗнчи тенкел ҫине ларчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Укахвипе Зейнаба-и? — парторг кам ҫинчен каланине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ Липа, унтан, лешне пӗр сӑмах хушма памасӑр, хӑвӑрттӑн калама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвӑрттӑн илеҫҫӗ вӗсен ҫависем.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чӑнах та, чӑнах та, — хӑвӑрттӑн каласа хурать Укахви.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Такӑрлӑк патне ҫитсен, Липа Ятмана аса илчӗ те, тем ҫухатнӑ япалана ӑнсӑртран тупнӑ пек савӑнса, вӗсен ҫурчӗ патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӑнлатӑп, тӑнлатӑп-ха, — терӗ Сехре хӑвӑрттӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре пӗр вӑхӑт хушши ним калама пӗлмесӗр тӑчӗ, унтан, Левентей ытлашши ҫиллес маррине курса, каҫару ыйтнӑ пек хӑвӑрттӑн калаҫма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех