Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑвӑрттӑн (тĕпĕ: хӑвӑрттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑрса хӑйӗн пӗчӗк арӑмне ҫӳле ҫӗклесе илчӗ те: «Маттур та ӑслӑ эсӗ, манӑн кӑвакарчӑнӑм!» — тесе темиҫе хутчен хыттӑн чуп турӗ, унтан хӑвӑрттӑн тумланса юлан утпа алманчӑ патне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан хӑвӑрттӑн кӗске хӗҫ туртса кӑларчӗ те ӑна Тукай пуҫӗ тӗлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун хӑвӑрттӑн каҫ еннелле сулӑнать, ашшӗ час таврӑнмасан киле ҫӗр хута каймалла пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ыткӑнса кайнӑ патаккине алла илсе тепӗр хут Эрнепи хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пирӗн пата ҫитнӗ ҫӗре Воронок хӑвӑрттӑн сывлатчӗ, ун мӑйӗпе ҫурӑмӗ тарланипе тӗксӗмленнӗччӗ.

Когда он подъехал к нам, Воронок сопел, а шея и лопатки потемнели у него от пота.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Лешсем кушак ҫурине ярса илесшӗн пулнӑ, анчах ача хӑвӑрттӑн ӳпне пырса выртса ӑна хӑй пӗвӗпе хупласа хунӑ.

Собаки хотели схватить котёнка, но Вася упал животом на котёнка и закрыл его от собак.

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

Хӑҫан та пулин тӗл пулӑпӑр, — хӑвӑрттӑн кӑна арӑмне ыталаса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Двойка сана, ҫылӑха пӗлмен Киремет ачи, — тенӗ тияккӑн, чернил тумламне класс журналӗ ҫинчен хӑвӑрттӑн ҫулласа илсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑнах та, пӗтӗмпех ҫуталать те йӑлтӑртатать, анчах та, манӑн шухӑшӑмпа, япаласемпе ҫапларах хӑтланмалла: вӗсене темиҫе кун ирӗклӗн куҫма, пӑлханма ирӗк памалла, кайран вара питӗ хӑвӑрттӑн йӗркене кӗртмелле.

Действительно, все блестит и сияет, но, по моему мнению, с вещами надо обходиться так: дать им несколько дней свободно перемещаться и бунтовать, а потом рассчитываться с ними сразу за все.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен хӑвӑрттӑн ҫывхаракан сасӑ илтрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ те — автомобиль; пассажирӗсем — юнашар ларса пыракан арҫынпа хӗрарӑм.

Немного погодя услышала она догоняющий быстрый звук и, обернувшись, заметила автомобиль, пассажирами которого были мужчина и дама, сидевшие рядом.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Итлесемӗр: эпӗ икӗ ҫул ӗнтӗ… — пуҫларӗ Ева, анчах ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса Моргиана ӑна пӳлчӗ те аякри алӑк ҫинелле кӑтартрӗ:

— Слушайте: я уже два года… — начала Ева, но, быстро взглянув на нее, Моргиана перебила, указывая отдаленную дверь:

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ева каймашкӑн ҫавраннӑччӗ, анчах Джесси ӑна кӑчӑк туртса чӗнчӗ те хӑвӑрттӑн ыталарӗ, сӑмсинчен чуп турӗ.

Ева повернулась идти, но Джесси поманила ее к себе и, быстро обняв, поцеловала в нос.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл сӗтел ҫиттине тӑруках хӑвӑрттӑн та йӑррӑн сӳсе ывӑтрӗ, хӑнасем аран-аран сиксе тӑрса ӗлкӗрчӗҫ, — мӗн пур кӗленче, стакансем, ҫатма — ӳсӗр сӑйланун пӗтӗм йӗркесӗрлӗхӗ — кӗмсӗртетсе-чӑнкӑртатса урайне сирпӗнчӗ.

Вдруг она сорвала скатерть со стола так быстро и ловко, что гости едва успели вскочить, — и все бутылки, стаканы, сковорода, — весь ералаш пьяного угощения с грохотом слетел на пол.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шухӑшӑмсем ҫав тери хӑвӑрттӑн тапа-тапа тухаҫҫӗ.

Мысли появлялись очень быстро и с силой.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр вӑхӑт вӑл ман ҫине тутине ҫыртса тӳп-тӳррӗн те шӑппӑн пӑхрӗ, унтан ҫурма маскипе хӑвӑрттӑн уҫрӗ те… эпӗ Дэзие куратӑп.

Некоторое время она смотрела на меня прямо и тихо, закусив губу, потом быстрым движением откинула полумаску, и я увидел Дэзи.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пуҫ тӗлӗнмелле уҫӑмлӑн, хӑвӑрттӑн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Илемпи, — савнине хӑй ҫумне ҫупӑрласа хӑвӑрттӑн калаҫрӗ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӗрарӑм йӑлтах ҫухалса кайрӗ, хӑй пӑлханнине ытти курма пынисене палӑртас мар тесе, хӑвӑрттӑн айккинелле пӑрӑнчӗ, анчах тухса кайма ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Виҫӗ мӑрьеллӗ пысӑк ҫак каплам — эпир унран тӑрса юлсан — хӳрипе ҫаврӑнса малалла хӑвӑрттӑн ишет, — хыҫӗнче вутлӑ шӑтӑксем акӑннӑ, кӑпӑкӑн силленекен, ҫиҫкӗнекен пийине саркаласа сапаланӑ.

Эта трехтрубная высокая громада, когда мы разминулись с ней, отошла, поворотившись кормой, усеянной огненными отверстиями, и расстилая колеблющуюся, озаренную пелену пены.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл тӗттӗм, пысӑк пӳлӗмри хӗр пек хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн аяккалла чупнине халӗ питех уҫӑмлӑн курмастӑп ӗнтӗ.

Уже не совсем ясно видел я, как быстро и легко она бежит прочь, — совсем как девушка в темной, огромной зале.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех