Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑвӑрттӑн (тĕпĕ: хӑвӑрттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗлермелле-и? — пусне малтан пырса кӗнӗ шухӑшне хӑвӑрттӑн персе ячӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑвансем хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса каялла утрӗҫ, халиччен асӑрхаман тепӗр чиркӳ патне пырса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑ-ваш Яш-мин-чен апла? — терӗ те чӑвашла, пӗтӗм пӳрт чӗтремелле кулса ячӗ, унтан, тӑруках ҫаврӑнса, хӑвӑрттӑн чӳрече патне утса пычӗ, каррине уҫса: — Ку улма чӑпар ӑйӑр та Чӑваш Яшминченех-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун выртнӑ ҫӗртех кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ те, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ҫӗтӗк сӑхманӗ ҫинчен ҫыхнӑ пилӗкӗнчи кантрана салтрӗ, вара, така каллех хӑй патнелле килнине асӑрхасан, йӑпӑр-япӑр йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Али-Акрамӑн та ҫар пӗчӗк мар иккен: пӑлхавҫӑсем темиҫе хутчен хапхасенчен кӗпӗрленсе тухрӗҫ, утлӑ ҫарпа та, ҫуран та тапӑнса пӑхрӗҫ, вырӑссемпе Ту енчи мӑрсасен ҫарӗсене сиен туса кашнинче хӑвӑрттӑн каялла чакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Сарайчикра мӗнле усал ӗҫ пулса иртме пултарнине хӑех чухласа илчӗ курӑнать — джеллаба аркине хӑвӑрттӑн сирчӗ те йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан упӑшки мӗншӗн ыйтнине тавҫӑрса илсе хӑвӑрттӑн каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп вӗҫтерем-ха, — хӑвӑрттӑн сыв пуллашрӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сирӗн мӗн пур унта, лав ҫинче? — ыйтрӗ вӑл хӑвӑрттӑн алӑка тачӑрах хупса.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хабиба ӑҫта? — ыйтрӗ вӑл хӑвӑрттӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫӗрте вӑл вырӑссене хӑвӑрттӑн пырса тапӑнса сиен тума та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен йышӗ хӑвӑрттӑн ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илччӗр ӑна вырӑссем, сирӗн патшана хӑваласа яччӑр, — хӑвӑрттӑн каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑха пырса пӑхрӗ — халь ку шӑтӑк чылай пысӑкланнӑ иккен, хӗр ачан шап-шурӑ алли те, ҫинҫе хул пуҫҫийӗсем те, хӑвӑрттӑн анса хӑпаракан пӗчӗкҫӗ кӑкӑрӗ те лайӑхах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ӑна тек итлесе ларма пултараймарӗ, ячӗшӗн пуҫ тайса сыв пуллашрӗ те хӑвӑрттӑн алӑкран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мухамедьяр кунта кам пуррине асӑрханӑ-асӑрхаман хӑвӑрттӑн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет ӑна тепре туртса ҫапасшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, кукленсе ларнӑ Ятламас хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ те хакима янахран пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑрах курӑр, эп атте ӗнси ҫинче урӑх ларас ҫук, — терӗ вӑл хӑвӑрттӑн мана ҫӑмах хушма памасӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Исаковӑн чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ.

У Исакова заколотилось сердце.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Михапар кӑшт айккинелле пӑрӑнсанах вӑл ун енне хӑвӑрттӑн пӑха-пӑха илет.

Он отойдет в сторону — она глазом за ним, пытаясь угадать,

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех