Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыт сăмах пирĕн базăра пур.
хыт (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— И-и, хыт аманнӑ, хыт аманнӑ, шӑнкӑрчӑм…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗвесем кунта, тутисене кӑпӑклантарса, хыт курӑка чӑмласа, хӑйсен яланхи ӗҫӗнче чигирь ҫинче ӗҫлесе ывӑннӑскерсем, канаҫҫӗ, вӗсен симӗсрех йӑлтӑркка куҫӗсем ыйхӑллӑн сӗнксе хытса кайнӑ.

Верблюды пенно перетирали бурьянную жвачку, отдыхая от постоянной работы на чигире, и в зеленоватой сонной полуде застывали их глаза.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулас художница аллинче хыт пиртен ҫӗленӗ кӗпе-тумтир те ҫыпӑҫуллӑ та илемлӗ курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Эпӗ хыт кукар мар, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ан тив, чӑвашсене хыт кукар тесе ан калаччӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑш-пӗр чухне каҫхи апат ҫимесӗрех, фуфайкӑпа пӗркенсе, хыт сак ҫинчех ҫывӑрса каять.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл пӗрерӗн тӗрӗслерӗ Хыт аяк пӗрчисене.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Тӑлӑх ҫыннӑн ҫак минтерӗм Хыт чултан та сивӗрех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Анаталла, тӑвалла, Хыт шӑпӑрпа шӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хамӑр пирки кахал, чухӑн, хыт кукар тенине илтмелле ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ытти тропикҫум облаҫӗсенчен илсе килнӗ ӗмӗр симӗс йывӑҫсенчен кунта хыт тирлӗ тата ырӑ шӑршӑллӑ ҫулҫӑллӑ лавра, оливка йывӑҫӗ тата пирамида евӗрлӗ ӳсекен лӑсӑллӑ йывӑҫсем — кипариссем аван ӳсеҫҫӗ.

Особенно хорошо развиваются здесь некоторые вечнозеленые деревья, вывезенные из других подтропических областей:

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑшманӗсенчен хыт чупнипе хӑтӑлать.

От нападения спасается быстрым бегом.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑйсен сӑмсипе мӑйӑрсене тата хыт хупӑллӑ ҫимӗҫсене ҫӑмӑллӑн катаҫҫӗ.

Своим клювом легко раскалывают орехи и твердые семена.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хыт ҫӑкӑрпах ӳснӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул коллективӗ пирки мал ӗмӗтлӗ, хастар та хыт утӑмлӑ вӗрентекенсене пуҫтарнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Шинельне тӑхӑнчӗ пуль, Кутамккине ҫакрӗ пуль; Вӑрҫа кӗрсе, хыт аманса, Асапланса выртрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫерем ҫинче нӑрӑсем шӑтӑкӗсенчен йӑраланса тухаҫҫӗ те, хыт ҫунат айне хуҫлатса чикнӗ ҫурхах ҫуначӗсене каялла кӑларса ярса, вӗҫсе хӑпарма меллӗрех вырӑн шыраса уткалаҫҫӗ, сывлӑшра унта та кунта вӗркеҫҫӗ вӗсем, сайра хутра ҫын ҫумне нӑрлатса пырса сапӑнаҫҫӗ те пачах ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Мӗнешкел хыт чупать ку мулкач! — тӗлӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Кун пек хыт кукарлансан Ашхабада ҫитиччен сирӗнтен ҫын ӗренки те юлмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Эп хыт кукар мар, перекетлӗ ҫын, — сӑпайлӑн хирӗҫлерӗ Упандиров.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех