Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку акӑ мӗнле пулса иртетчӗ: нимӗҫсем, ӑҫта нумайрах ҫаратма май пуррине суйласа илсе, пӗр-пӗр ҫурт патне машинӑсемпе пырса чарӑнатчӗҫ те пӳлӗме вӑрӑнса кӗретчӗҫ, хуҫисене хӑйсен япалисене машинӑсем ҫине хӑйсенех тиеттеретчӗҫ.
Кӗрешӳ штабӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Нимсӗррисен мӗнпурне тытаканнисене хирӗҫ иртекен вӑрҫӑ, чурасен хӑйсен хуҫисене хирӗҫ иртекен вӑрҫӑ, пусмӑртисен пусмӑрлакансене хирӗҫ иртекен вӑрҫӑ, ҫавсем пурте пирӗн вӑрҫӑ та пулмалла.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав гладиаторсем, Рим циркӗсенче пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса-чикӗшсе, юн тӑкнине курма юратакан чура хуҫисене култарса савӑнтармалла пулнӑ.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
Ӗҫсене пӗтерсен, хура кураксем йӑран ҫине ларнӑ пек, стойка ҫумне ларатчӗҫ, кулаҫпа та сахӑрпа чей ӗҫетчӗҫ, никониансен чиркӗвӗ хӗсӗрлени ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартатчӗҫ: унта — ухтарса хӑтланнӑ, турра кӗлтумалли кӗнекесене пуҫтарса илнӗ; кунта — полици кӗлтумалли ҫурта хупнӑ та унӑн хуҫисене 103-мӗш статья тӑрӑх суда панӑ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сыхлануллӑрах пулма вӑл кил хуҫисене кун каҫах килкартинчен тухма чарчӗ.Для полной безопасности приказали хозяину, чтобы никто не выходил со двора.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак «специалист» рыноксенче вӑрттӑн майпа облигацисем туяннӑ, вӑхӑтран вӑхӑта вара ҫав хӑй пухнӑ облигацисенчен выляса илнӗ заемсене суйласа хунӑ та хӑйӗн хуҫисене — Америка разведчикӗсене парса тӑнӑ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак вӑхӑтра Косе кибиткӑна кӗнӗ те хуҫисене хисеплесе пуҫ тайнӑ.В это время Косе вошел в кибитку и почтительно поклонился хозяевам.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
… Хӑйӗн хуҫисене ют ҫынсем илсе кайсан, Актуш, пуҫне Ильсеяр йӗрӗ ҫине хурса, ҫул ҫинче нумайччен йынӑшса выртрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫакӑн пек сӑмах тухса сарӑлчӗ: исправник трактир хуҫисене чӗнтернӗ иккен те, ҫавсене вара, тен, трактирсене хупма та тивӗ, тесе асӑрхаттарнӑ пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бикмуш мучи Ильсеяра шахта ҫинчен, кӑмрӑк тусанӗ ӗмӗрлӗхех хуратнӑ ӳт-тирлӗ ҫынсем ҫинчен, вӗсем хӑйсен хуҫисене хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхавсем ҫинчен каласа пама юратнӑ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Испани флочӗ Алжира тинӗсрен хупӑрласа илсе, пеме пуҫласан, ҫавӑн чухне Турци карапӗсем ҫинчи мӗнпур кӗсменҫӗсем кӗсменӗсене хурӗҫ, типӗ ҫӗр ҫинче вара хӗҫпӑшалланнӑ тата хатӗрлесе ҫитернӗ тыткӑнри ҫынсем хӑйсен хуҫисене тылран пырса ҫапӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫук, чӑрмав мар вӗсемшӗн хӑна, ҫапах та ҫав хушӑрах эпӗ кунта ларни кил хуҫисене — мӗн тесен те, Владимира уйрӑмах — пысӑк савӑнӑҫах та кӳмест.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пире, пиншер машина-трактор станцисен хуҫисене, хӑратасшӑн!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Еврейсем пурӑнакан кил хуҫисене тата вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлекенсене пӗр талӑк хушшинче комендатурӑна евитлеме хушнӑ.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Атте каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывра кашни ҫынах, кӑмӑлӗ пулсан тата лайӑх вӗренсен, хӑй мӗн тӑвас тенине тума пултаратех, мӗншӗн тесен чылай ҫул каялла шӑпах ҫак кун, ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче, халӑха пусмӑрласа пурӑннӑ мул хуҫисене хуса ятӑмӑр, халь мӗнпур япаласем халӑх аллинче тӑраҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Унпа эпир ӑшшӑн сывпуллашатпӑр, мӗншӗн тесен полюс пирӗншӗн хӑрушӑ пулмарӗ, пире вал совет полюсӗ пуласшӑн ҫуннӑ пекех ӗмӗрсем хушши кӗтсе тӑнӑ, хӑйӗн чӑн-чӑн хуҫисене кӗтнӗ пек тӑванла та тараватлӑн кӗтсе илчӗ…
Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тумлансан вӑл йывӑррӑн сывласа илнӗ, хуҫисене тав туса алӑ панӑ та ҫутӑ, ӑшӑ пӳлӗмрен тӗттӗм, сивӗ ҫенӗке тухса кайнӑ; унта ҫил кӗрлесе тӑнӑ, чӗтресе тӑракан алӑкӗ витӗр юр тултарса лартнӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Кайран, шӑлӗпе пӗчӗк ҫеҫ катӑк сахӑр катса илсе, хуҫисене пуҫ тайнӑ та «тав сире» текелесе, вӗри чей ӗҫе пуҫланӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ленглей вӗҫме тапӑнса ним те пултарайманни сакӑр кун иртсенех, Райтсем вӗҫме пуҫлани те пысӑк хаҫат хуҫисене ку ӗҫрен сӳрсе тӑнӑ: вӗсем Райтсене шанса ҫитерейменнине, хӑйсен хаҫачӗсем ҫине вӗсем вӗҫни ҫинчен пичетлемен.
27. Хытӑ чӗреллӗ тӗнче. Ҫӗнӗ сӑнавсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Нефть нумай тухакан паха вырӑнсем халичченхи пекех ҫӗр айӗнче пытанса выртаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен хуҫисене кӗтеҫҫӗ.Важные месторождения нефти по-прежнему скрывались в глубинах недр, они еще ждали своего хозяина.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.