Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшӑра (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.

4. Ибо вкрались некоторые люди, издревле предназначенные к сему осуждению, нечестивые, обращающие благодать Бога нашего в повод к распутству и отвергающиеся единого Владыки Бога и Господа нашего Иисуса Христа.

Иуд 1 // .

29. Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп; 30. тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ.

29. Ибо я знаю, что, по отшествии моем, войдут к вам лютые волки, не щадящие стада; 30. и из вас самих восстанут люди, которые будут говорить превратно, дабы увлечь учеников за собою.

Ап ӗҫс 20 // .

12. Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн, 13. пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ.

12. Если же вы отвратитесь и пристанете к оставшимся из народов сих, которые остались между вами, и вступите в родство с ними и будете ходить к ним и они к вам, 13. то знайте, что Господь Бог ваш не будет уже прогонять от вас народы сии, но они будут для вас петлею и сетью, бичом для ребр ваших и терном для глаз ваших, доколе не будете истреблены с сей доброй земли, которую дал вам Господь Бог ваш.

Нав 23 // .

7. Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, 8. ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.

7. Не сообщайтесь с сими народами, которые остались между вами, не воспоминайте имени богов их, не клянитесь [ими] и не служите им и не поклоняйтесь им, 8. но прилепитесь к Господу Богу вашему, как вы делали до сего дня.

Нав 23 // .

3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.

3. Если вы будете поступать по уставам Моим и заповеди Мои будете хранить и исполнять их, 4. то Я дам вам дожди в свое время, и земля даст произрастения свои, и дерева полевые дадут плод свой; 5. и молотьба хлеба будет достигать у вас собирания винограда, собирание винограда будет достигать посева, и будете есть хлеб свой досыта, и будете жить на земле [вашей] безопасно; 6. пошлю мир на землю [вашу], ляжете, и никто вас не обеспокоит, сгоню лютых зверей с земли [вашей], и меч не пройдет по земле вашей; 7. и будете прогонять врагов ваших, и падут они пред вами от меча; 8. пятеро из вас прогонят сто, и сто из вас прогонят тьму, и падут враги ваши пред вами от меча; 9. призрю на вас [и благословлю вас], и плодородными сделаю вас, и размножу вас, и буду тверд в завете Моем с вами; 10. и будете есть старое прошлогоднее, и выбросите старое ради нового; 11. и поставлю жилище Мое среди вас, и душа Моя не возгнушается вами; 12. и буду ходить среди вас и буду вашим Богом, а вы будете Моим народом.

Лев 26 // .

33. Ютран килнӗ ҫын сирӗн ҫӗрӗре вырӑнаҫсан, ӑна ан хӗсӗрлӗр: 34. сирӗн хушшӑра вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫын сирӗншӗн ҫак ҫӗрти ҫын пекех пултӑр; ӑна хӑвна юратнӑ пекех юрат, мӗншӗн тесессӗн эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ.

33. Когда поселится пришлец в земле вашей, не притесняйте его: 34. пришлец, поселившийся у вас, да будет для вас то же, что туземец ваш; люби его, как себя; ибо и вы были пришельцами в земле Египетской.

Лев 19 // .

48. Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49. ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.

48. Если же поселится у тебя пришлец и захочет совершить Пасху Господу, то обрежь у него всех мужеского пола, и тогда пусть он приступит к совершению ее и будет как природный житель земли; а никакой необрезанный не должен есть ее; 49. один закон да будет и для природного жителя и для пришельца, поселившегося между вами.

Тух 12 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех