Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн хушшунта, сана ҫӑлмашкӑн Вӑл хӑватлӑ; саншӑн хавасланса савӑнӗ, Хӑй юратнипе ырӑлӑхлӑ пулӗ, саншӑн хӗпӗртенипе савӑнса тӑрӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа санӑн айӑпна сирчӗ, санӑн тӑшманна хӑваласа ячӗ! Ҫӳлхуҫа, Израиль патши, сан хушшунта: текех хӗн-асап курмӑн эсӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑн тасалӑхӑма кӑтартса, ӑна сут тӑвӑп та сан хушшунта чапа тухӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана халӑхсем хушшине салатӑп, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалӑп, хӑвӑн хушшунта тӑвакан йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗтерсе-хупласа лартӑп.15. И рассею тебя по народам, и развею тебя по землям, и положу конец мерзостям твоим среди тебя.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юн тӑкмашкӑн санӑн элекҫӗсем пур, сан патӑнта тусем ҫинче чӳк парни ҫиеҫҫӗ, сан хушшунта ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре пырса кӗрсессӗн унти халӑхсем туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрен: 10. санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, 11. илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар: 12. ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр, ҫав ирсӗрлӗхсемшӗн ӗнтӗ санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене сан умӑнтан хӑваласа кӑларать; 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче айӑпсӑр пул; 14. эсӗ хӑваласа яракан ҫав халӑхсем юмӑҫсемпе пӗлӗмҫӗсене итлеҫҫӗ, сана вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру ун пек тума паман.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1