Шырав
Шырав ĕçĕ:
Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Сасӑ ерипен хухса, пусӑрӑнса пыни палӑрчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Наркӑмӑшланнӑскер хухса пырать; нимӗн те тӑвас килменлӗхпе сӳрӗклӗх тертлентерекен чӗрӗлӗхпе ылмашӑнаҫҫӗ; вӑл сахалрах та сахалрах, кӑмӑл туртмасӑр ҫиет, унӑн пачах та хускалас килмест, мӗн пур ӗҫ тӗлӗшпе кӑсӑклӑх ҫухатать; малтанхи эрнесенчи йывӑр ыйхӑ вырӑнне кӗҫех ыйхӑсӑрлӑх, тепӗр чухне вара аташу е ӑсран тухни…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак вӑхӑт тӗлне кӗленчери ром ярлӑк таран хухса ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа та хум карапа хыттӑнрах чӳхенӗн туйӑнать.К тому времени ром в бутылке стал на уровне ярлыка, и оттого казалось, что качка усилилась.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Телейсӗрскерӗн кӑмӑла-мӗне хускатасси хухса пӗтнӗ, — ҫӑмӑлттайла каласа хучӗ Энниок.— Несчастный отвык производить впечатление, — легкомысленно заявил Энниок.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Манӑн ӑстӑн талпӑнуллӑ, вӑл пӗрре хухса, тепре тулса пырать».
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тетӗшӗн тӳрккес, хура кӗлетки Яков пурнӑҫне тата тепӗр мӗлке илсе кӗртрӗ, манаха курни унра малашне тем пулассине систерекен йывӑр туйӑм ҫуратрӗ, унӑн тӗксӗм, хухса пыракан сӑн-пичӗ вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Саша хӗрӳллӗн пӑшӑлтатни, унӑн юрату сӑмахӗсем амӑшне лӑплантарчӗҫ те хухса пынӑ хӑйне ҫӗклерӗҫ.Ее горячий полушепот, слова любви ее, успокаивая волнение матери, поднимали ее упавшие силы.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӗҫ вӑхӑчӗ ҫывхарчӗ, ҫавна май Фомин банди кунран-кун хухса пычӗ.Подходила рабочая пора, и с каждым днем таяла фоминская банда.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юнӗ хухса, шӗвелсе пырать, пӗлӗт хӗррипе юхса анса, шӑратнӑ ылтӑн тӗсӗпе сарӑхса йӑлтӑртатать.Кровица рассасывалась, стекала над горизонтом, золотисто ржавела.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗлӗтелле ҫӗкленнӗ хӑмӑр юпа унти ҫынсене самантрах шӑлса кайрӗ; снаряд алтса хӑварнӑ пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчи тӗтӗм вӑраххӑн хухса сирӗлчӗ.Бурый столб разрыва разметал людей, над воронкой, опадая, рассасывался дым.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав самантра халӑх ушкӑнӗ, литаврӑсем кӗмсӗртетнӗ пек, хыттӑн кӗрлесе кайрӗ: ырласа кӑшкӑрашнӑ шӑв-шав ҫав тери хӑватлӑн ҫӗкленсе янӑрарӗ, чылай вӑхӑтран тин вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хухса, лӑпланса ҫитрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку ҫулсенче пурнӑҫ Дон ҫинче ейӳ кайнӑ хыҫҫӑнхи ҫурхи шыв пек хухса пычӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Эпӗ хухнӑҫем хухса, аннӑҫем анса пыратӑп, — йӗрӗнӗҫлӗн те кичеммӗн шухӑшларӗ Ромашов.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
22. Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр; 23. хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗҫрен вилнисем выҫӑпа вилнисенчен телейлӗрех, мӗншӗн тесен кусем уй-хир ҫимӗҫӗ ҫитменнипе хухса пыраҫҫӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унччен тутлӑ ҫинӗскерсем урамра хухса типеҫҫӗ; йӗпкӗн хӗрлӗ тӑхӑнса ҫӳренисем тислӗк ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.5. Евшие сладкое истаевают на улицах; воспитанные на багрянице жмутся к навозу.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1