Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнас (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗ, паллах, ҫамрӑк, ниҫта та ӗҫлемен, ҫынсемпе хутшӑнас тӗсӗмӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнтерӳ пирки пӗлтерчӗҫ, савӑнмалла ҫеҫ, — пырса ларчӗ Ермолай унӑн ҫумне, хутшӑнас тӗллевпе чӗлӗмне тата махорка енчӗкне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшпа Ваҫиле вӑййа хутшӑнас темерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑнтӑртан ҫитнӗ революционерсем ҫапӑҫура ҫӗнтерейменни Квебек халӑхӗ те Америка революцине хутшӑнас шанчӑка та, Канада Континент конгресӗпе пӗрлешсе Ҫурҫӗр Америкӑри ытти британи колонийӗсем пек Америкӑн Пӗрлешӗннӗ Штачӗсен пӗр-пӗр штачӗ пулса тӑрас шанчӑка та пӗтернӗ.

Поражение революционеров с юга положило конец надеждам, что народы Квебека присоединятся к американской революции и что Канада присоединится к Континентальному конгрессу и станет одним из штатов Соединённых Штатов Америки вместе с другими британскими колониями Северной Америки.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ытти государствӑсемпе хутшӑнас ӗҫре чи паха тинӗссем — Балтика тинӗсӗпе Хура тинӗс.

Самыми важными морями для сношений с другими государствами являются моря — Балтийское и Черное.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак ырӑ акцие хутшӑнас текенсем тата ытларах пуласса шанатпӑр.

Надеемся, что желающих участвовать в этой добрый акции станет ещё больше.

Ситек юханшывне тасатма экологи субботникӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... tn-3473094

Акци ачасен пӗтӗм чӗрӗ чунпа, тавралӑхпа анлӑн хутшӑнас тата хӑйсен участокӗн, сачӗн тата хулан тасалӑхне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе, ачасен туйӑмӗсене йӗркелес тӗллевпе иртнӗ.

с целью сформирования у детей чувства сопричастности ко всему живому, гуманного отношения к окружающей среде и стремления проявлять заботу о сохранении чистоты своего участка, сада и города.

Ҫӗр Планета — пирӗн пӗрлехи ҫурт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rt-3471319

Сирӗн халӗ ҫынпа ытлах хутшӑнас килмӗ, анчах эсир питӗ тимлӗ.

Сейчас вы не очень общительны, зато весьма собраны.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Экскурсие хутшӑнас тесен Раҫҫей банкӗн сайчӗ урлӑ ҫырӑнмалла.

Чтобы принять участие в экскурсии, необходимо записаться через сайт Банка России.

Банкра экскурси ирттерӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36077.html

Апла пулсан, ДЭГ мелӗпе сасӑлава хутшӑнас текенсен йышӗ тата та ӳсме пултарасси паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

Сасӑлава ДЭГ мелӗпе хутшӑнас текенсен йышӗ сахалах мар, 2,4 пин ҫын ытла, ҫакӑ сасӑлава хутшӑнакан суйлавҫӑсен 13,6 проценчӗпе танлашать тесе ҫирӗплетнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

Хӗлле ӑмӑртусене хутшӑнас килет», — каласа кӑтартнӑ спортсменка Чӑваш Енӗн наци телекуравне.

Зимой я хотела бы выступить на соревнованиях и побегать сезон», — рассказывала спортсменка на национальном телевидении Чувашии.

Татьяна Акимова спорта таврӑнасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35752.html

Конкурса хутшӑнас тесен организаторсем палӑртнӑ тӑрӑх, пушкӑрт чӗлхинчи йӗркесене май килнӗ таран ытларах вӗренмелле.

Как отметили организаторы, чтобы участвовать в конкурсе, необходимо выучить как можно больше строк на башкирском языке.

Чӗрӗлнӗ истори: Бурзян районӗнче ҫамрӑк юмахҫӑсен конкурсӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... et-3391763

Мобилизациленисем хушшинче хӑйсен ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнас тӗллевлисем йышлӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Вӗсен калаҫӑвне хутшӑнас, вӗсемпе пӗрле савӑнас, хумханас килчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑрмантарассӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сенӗкпе хӑмӑл хӑпартасси кашни ҫул пулмӗ, анчах этем йыш ӗҫне вӑй-хал ҫитнӗ таран хутшӑнас туртӑм нихӑҫан та пӗтмӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Е манӑн кил-йыш калаҫӑвне хутшӑнас килмест-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чылайӑшӗ унта хутшӑнас тесе Мускав ҫулне кӗскетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Малашне те хаваспах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртекен кинофестивале хутшӑнас кӑмӑл пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

— Ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнас текенсем ҫулсерен йышлӑ пулни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех