Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑм ҫипрен тӗртнӗ пиҫиххи ҫумне ⎼ кӗлеткене хыҫал енчен хуплама ⎼ сарӑсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
— Тӑшман питне маскӑпа хуплама ӑста, Архип Григорыч.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗр-пӗр пӗлӗт купи хӗвеле хуплама пӑхать те, урана пӗҫертекен тусанлӑ ҫул ик айккипе, саралнӑ хир тӑрӑх, шупка мӗлке вӑраххӑн та шухӑшлӑн шуса иртет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чылайччен пӑхса тӑчӗ упӑшки ҫине арӑмӗ, хӑрах ывӑҫне тути патнех тытса, пуҫне пӑркаларӗ — шӑлӗсем тӑкӑнса пӗтнӗрен алли часрах ҫӑварне хуплама васкать ҫав…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халӑх ҫӑварне хуплама ҫук…
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа та, — малалла тӑсрӗ сӑмахне Васелиса Петровна — кам та пулсан хӑвна кӳрентерсен, пулманнине пур туса ҫӑварна шыв сыпса ан тӑр, май килнӗ, пултарнӑ таран ун чунне витермелли сӑмах тупса ҫӑварне хуплама тӑрӑш.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Нимӗҫ самолечӗсем пӗр ҫутӑ та ан асӑрхаччӑр тесе тӗттӗмленсенех чӳречесене хуплама хушатчӗҫ.
Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662
Унӑн ытахальтен ҫеҫ персе янӑ сӑмахӗсене ытлашши чӑна хурса йышӑнмарӗ-ши вӑл — иккӗленӳллӗ туйӑмсем чунри савӑнӑҫа хуплама пуҫларӗҫ.Пустые слова он принимал близко к сердцу и стал чувствовать себя очень несчастным.
VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
— Мӗн калаҫатӑн, ачам? — Вадим ҫӑварне аллипе хуплама пикенчӗ Варлам Сидорович.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пулӑсем, капкӑна ҫакланнине туйса, сикме тытӑнчӗҫ, анчах Кирук ӑскӑч анине пуҫри карттуспа хуплама ӗлкӗрчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑнса сапаланнӑ, сиксе чӗтрекен арҫынӗ хӑй умне милӗкпе хуплама тӑрӑшать, ҫарапакартан хӗрарӑмӗ ун хыҫне хӗсӗнет.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Курмарӗ-ши хуть? Ах, ма килсе тухрӗ-ши пӗрех хут?» — тесе, аллисемпе кӗпине хуплама тӑчӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Иливан ӑна, «майӗпентерех» тенӗ пек, темиҫе хутчен алӑран тытрӗ, пӗррехинче хӗр ахӑлтатса кулса ярсан ун ҫӑварне хуплама тӑчӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗтел ҫинчи эрех кӗленчине кӗлеткисемпе хуплама пикенчӗҫ, анчах асӑрхамасӑр сӗтеле тайӑнтарса ячӗҫ те, ҫур литр кӗленчи, ҫӗре ӳксе, арканса кайрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Хӑй самӑрринчен вӑтанакан Марфа Ефимовна сулахай аллипе тулли кӑкӑрӗсене хуплама тӑрӑшса сак ҫинчи чӗресе ҫенӗке илсе тухрӗ.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Михаил Николаевич, халиччен пысӑк пулӑ тытса курманскер, пулла сӑскӑпа хуплама тытӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сашша, ял тӑрӑх киревсӗр сас сарӑласса пӗлсе, Ваҫҫа ҫӑварне хуплама шут тытрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫынсӑр урампа лаша утать, ун ҫинче — тертленсех ҫитнӗ ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм, — хитрескер, куҫӗсенче куҫҫуль, ҫарамаслӑхне вӑрӑм ҫӳҫӗн чатӑрӗпе хуплама хӑтланать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эверкки майлисем ҫак юхӑма ҫӗнтерме вара те вӑй ҫитереймерӗҫ, те хӑюлӑх — Эверкки ҫӑхавҫӑсен ҫӑварне вӗсем пулӑшмасӑрах хуплама пултарасса шанчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.