Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунине (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит сатуррӑн вӑрҫаҫҫӗ хусахсем Мухмӑр-сухмӑр айӗнчен тухнисем, Анчах хытӑ ӳсӗрлсе супнисен Кӑлах пулчӗҫ Пукачшӑн пуҫӗсем; Чӑтаймарӗҫ Миххальсан хӗснине Ик еннелле пит чее хунине, Сапаланса сиктерчӗҫ утсемпе Ӑҫта кирлӗ ирӗклӗ ҫулсемпе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сирӗн итем ҫипче пытарса хунине Илсе пыма хушрӗ патша парнине, Ҫиментее кӗслипе ямалла Майра патша патӗнче выляса юрлама…»

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Асӑнаҫҫӗ улӑхсенче утӑ ҫулнине, Мӗнле каччӑ паккуса яка хунине

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗрке пӑсакансене тытса чарма пулӑшнине, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе ырми-канми вӑй хунине палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

«Сирӗн тус-юлташӑрсем, пӗлнӗ ҫыннӑрсем, Тӑван ҫӗршывмӑр Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи тапхӑрти пекех тӑшмана парӑнтарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласа пыраҫҫӗ», – тенӗ Олег Николаев, хальхи пурнӑҫ таппинчи паттӑрсен ячӗсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ, Раҫҫей халӑхне тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн вӑй хунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Оборона министерствин тӗп архивӗнче эпир Алексей Филипповича «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена мӗншӗн пани ҫинчен ҫырса хунине тупрӑмӑр: «Во время прорыва обороны противника в районе местечка Ракув (Польша) 12.01.45 г. огнем своего миномета уничтожил три пулемета, разрушил наблюдательный пункт и подавил огонь одного орудия на прямой наводке. В составе батареи отбил контратаку противника и уничтожил до отделения пехоты противника».

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫакӑ вӑл чӑваш халӑхӗн хастарлӑхне, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ырми-канми вӑй хунине хаклани.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Хӑй умне тӗллев лартать пулсан шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйне хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Хӑйсене хупса хунине сиссе те юлаймарӗҫ выҫкӑнсем.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Калама ҫук сӑпайлӑ ҫынччӗ Н. К. Крупская, хӑйне ыттисенчен мала хунине, хӗрхенсе пулӑшу сӗннине тӳсме пултараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Мӗншӗн тесен нимӗҫ активлӑрах пулчӗ,ҫав вӑхӑтрах эпӗ, алӑ-урасене конспираципе ҫыхса хунине пула, ним тума та пултараймарӑм.

Потому что немец был активен, в то время как я только хлопал глазами, связанный по рукам и ногам конспирацией.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Сана ответлӑ ӗҫе хушса, организаци хӑвӑн ҫине пысӑк шанчӑк хунине, ахӑртнех, манатӑн пулас.

— Ты забываешь, видно, что, поручая тебе ответственное задание, организация выразила тебе большое доверие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пытарса хунине те тупса ӗҫрӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнта укҫа хунине шалтах манса кайнӑ вӗт ват супнӑ, такӑш тӗлте-ҫке кӑларса ҫул ҫине вӑркӑнтарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ӑҫтан вӑл кам мӗн чухлӗ укҫа хунине пӑхса тӑтӑр?

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

— Микула, ытла та тӗлӗнтеретӗн эсӗ… куларах сӑмах хушрӗ Анук, — ху мӗн тӗслӗ япала хунине те пӗлместӗн иккен?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха сӗтел ҫине укҫа кӑларса хунине курсан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ту енчи ҫӗр-шывран таврӑннӑ-таврӑнман воеводӑсем аслӑ князь кӑҫалах вӑрҫӑ вӑрҫма шутласа хунине пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй мӗнле йӑнӑш туса хунине ӑнланчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ курнӑ-и ят хунине?

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех