Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тавтапуҫах ҫав тухтӑрсене, — Ленӑна илтмесӗр малалла калаҫрӗ кинемей, — ӗлӗкхи вӑхӑтра пулсан, тахҫанах урасене тӑсса хумалла.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ҫӗртен килекен ҫырусене те унӑннах вуласа йӗркене кӗртмелле, уйрӑм тетрадь ҫине ҫырса хумалла пулнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
— Ҫӗнӗ вӑрҫа пуҫлас вырӑнне, — терӗ вӑл тарӑхса, — ман шутӑмпа, вӑрҫӑ пуҫласшӑн хыпӑнакан мӗнпур министрсемпе корольсене пӗр ҫӗре пуҫтармалла та ӑҫта та пулин ухмахсен ҫуртне хупса хумалла.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кам пӗлет, тен, ӑҫта та пулин ют ҫӗрте пуҫна хумалла пулӗ! — терӗ амӑшӗ ывӑлӗ мӗн пирки нимӗн те чӗнменнине туйса; вӑл вара хӑйӗн куҫҫульне аран-аран тытса чарчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Юлашкинчен вара пирӗн ҫын аталанӑвне вӑл ҫуралнӑ самантран тытӑнса мӗн ӳссе ҫитичченхи тапхӑрччен патшалӑх хутшӑнмалли лайӑх тата шайлашуллӑ тытӑм туса хумалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Яла кӗмесӗр, анкартисем хыҫӗпе, Сӑвӑр пахчине ҫитсе, ҫырла йывӑҫӗсем хушшине ҫаксене пушатса, пытарса хумалла.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Сан кӗпӳсене ҫуса хумалла тата ман.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
Сӑмахран, ҫунакан пӳлӗм алӑкне тата чӳречине хупса хумалла та урӑх пӳлӗме каймалла.
Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html
Халӑх йӑлипе апата ларсан укҫа хумалла.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Вӑл каланисем ҫумне патшана ҫиллентерекен пӗр-икӗ сӑмах ҫеҫ хушса хумалла.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗншӗн паян хумалла мар?
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан хӑй ҫеҫ мар, унӑн телейӗшӗн тиечук та савӑнсах мӑнук ятне ҫырса хумалла пек туйӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку намӑса ӑҫта хумалла?
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кучченеҫпе пӗрле урӑх шухӑшлӑ ҫыру хумалла.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсем ҫине ҫирӗп задани хумалла турӗ.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пурӗ те вунӑ мӑшӑр сӑвай юпи те, тепӗр ҫавӑн чухлӗ хӑма ҫеҫ хумалла.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сана тахҫанах хаким туса хумалла та ҫав…
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукай ӑна хирӗҫлесшӗнччӗ, чӗлхе вӗҫпе «Малтан ханлӑхне туса хумалла, вара тин ханне шырамалла» текен сӑмахсем те килнӗччӗ, Мамич-Бердее тавлашса ҫӗнтерес ҫук тесе шутларӗ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫармӑс мӑрси Мамич-Бердей, хӑйӗн ҫыннисемпе тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, Хусана темиҫе ҫын яма сӗнчӗ, Скуратовпа Лихорев баскаксене вӗлерни ҫинчен наместникпа воеводӑсене пӑлханакан мӗн пур халӑх ячӗпе пӗлтерсе хумалла терӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапла лаплаттарса хумалла мар ӗнтӗ.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.