Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хули (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне Кингстона Акшар хули («Limestone City») тесе те калаҫҫӗ: ҫак вырӑнти материалтан кунта нумай ҫурт хӑпартнӑ.

Иногда Кингстон называют Известняковым городом («Limestone City») из-за многочисленных зданий из этого местного материала.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Шупашкар хули

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ленинград хули еплерех шар курни ҫинчен историн нумай страници каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

«Регионсен чикӗсӗр хутшӑнӑвӗ» регионсен йышенчи курав, архитекторсемпе урбанистсен форумӗ, «Ҫамрӑксен хули», ал ӑстисен «Руҫ ӑстисем» конкурс, «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестиваль.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Залри ҫынсем экран ҫинче хӑйсен хули ятне курсанах малтан кӑштӑртатса илчӗҫ, Радике кӑтартма пуҫласан вара — чылай ҫӗрте шавласа кайни те илтӗнчӗ: кусем, паллах, заводра ӗҫлекенсем ӗнтӗ, Радик юлташӗсем.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Термез хули, полигон.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Шупашкар хули ҫывӑх вӑхӑтра татах та илемленсе кайӗ.

Город Чебоксары в ближайшее время приукрасится.

Фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34851.html

Атӑл ҫинче чӑвашсем — миллион ҫурӑллӑ авалхи халӑх — пурӑнни ҫинчен, вӗсен республикин тӗп хули Шупашкар ятли ҫинчен пӗрремӗш хут эпӗ шкулта вӗреннӗ чух илтнӗччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Турӑ ӑна, тачка кӗлеткесӗр пуҫне, ывӑнма пӗлмен чӗлхе панӑ та, вӑл пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек чӗвӗлтетрӗ, тӑван хули ҫинчен, хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсен дипломӗсене Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне (Шупашкар хули, М.Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, 217-мӗш пӳлӗм) апрелӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн кӗрсе илме ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Улатӑр хули!» — пӗр вӗҫӗмсӗр шавларӗ унӑн пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Улатӑр хули!

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫырма урлӑ каҫсан, юланутҫӑ Сӑрӑ шывне май Улатӑр хули еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авалхи сӑмӑх-юмахпа ҫеҫ мар, хальхи пулӑм-ӗҫпе те пуян Улатӑр хули.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫак вырӑнта Улатӑр хули ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман атте — Ҫӗрпӳ хули патӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрпӳ хули вӑл Ҫавал шывӗ ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура хурлӑх кӳнӗ Хусан хули

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑл хушшине ларнӑ кайӑк евӗрлӗ Ӗрӗнпурк хули.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗт хӗре хресчен патши Ҫӗрпу хули ҫине килме шутланине хӑй Хусанкка утаманпа пӗрле Ҫавал тӑрӑхӗнчи пуянсемпе улпутсене типшар кӑтартса ҫӳренине кӗскен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех