Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хули (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкар хули

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служби ҫинчен" саккунӗн 13 статйин 4-мӗш пункчӗ вӑйра тӑрассине чарса лартасси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 90 от 20.12.2019

Шупашкар хули

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

— Эсӗ пире вырӑс ҫӗрӗнчи Улатимӗр хули еннелле каякан ҫул ҫине илсе тух.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав кунхинех вӑл хӑйӗн ҫар ушкӑнне ҫӗклесе Улатимӗр хули енне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Каларӗҫ, Улатимӗр хули енне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Инҫетре пӑлхар хули курӑнсан Танук-нойон ҫар ушкӑнне чарса малалла мӗнле каймаллине ӑнлантарса парас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла вара Пӳлер хули пӗр ҫар ҫыннинчен кемрӗ, ун вырӑнне ҫамрӑксем хушшинче илемлӗ хӗрача курӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара вӗсем кайран Пӳлер хули патне тухса пӗрлешсен, вырӑс ҫӗрӗсем еннелле каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Танук-нойон хӑйӗн чаршавне Сӑвар хули варрине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сӑвар хули тутарсене хирӗҫ тӑчӗ вӗт парӑнмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Амурӑн ку ҫыранӗнче пирӗн хулаччӗ, леш енчи ҫыранӗнчен… мар-ха, йӑнӑшатӑп, ку тӗлти Амур шывӗн варри тӗлӗнчен тытӑнса Китай ҫӗрӗ пуҫланса каятчӗ, Благовещенска хирӗҫех леш ҫыран хӗрринче китайсен Сахалин ятлӑ хули курӑнса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Район ячӗ те ҫаплаччӗ: Китай хули (Китайский городок).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Тӗслӗхрен, Павӑл хӑйӗн пиччӗшӗ Михаил патне Вяткӑна (хальхи Киров хули) кайса килни, Максимов-Кошкинскипе Шупашкарта тӗл пулни, Тал-Мӑрсана пӗрле хамӑр театр пуласлӑхӗ пирки, шутлани, чаплӑ ӑстаҫӑ Амати тунӑ сӗрме купӑса туянни т. ыт. те П. Осипов биографийӗнче чӑнах пулнӑ самантсене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Пристаньрен ансан, Шупашкар хули таҫта ҫухалчӗ: пӗр ҫурт та ҫук — умра чӑнкӑ сӑрт кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Телеграмма ятӑмӑр та, инҫе ҫав Владимир хули.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Патша вара вӗсене хӗрхеннӗ, ҫиллине пусарнӑ, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чарнӑ, Сӗве хули патне пыртарнӑ, ылтӑн пичет пусса грамота пама кӑмӑл тунӑ, виҫӗ ҫуллӑха ясакран хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Львов хули патӗнче пирӗн часть наступление тухнине астӑватӑп, тупӑсем вӗҫӗмсӗр кӗмсӗртеттерни халӗ те пуҫрах, анчах урӑх нимӗн те пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хули, ун шучӗпе, тахҫанах Хӗрлӗ Ҫар аллинче пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗпхӳ хули Хусан пекех пысӑк мар пулин те, рабочисем сахал мар унта.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех