Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ лупасайӗнчен тухрӑм; арман хуҫи арӑмӗ катка ҫинчен тӑчӗ те кайма хатӗрленчӗ.Я вышел из-под навеса; мельничиха поднялась с кадки и хотела уйти.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Хӑй Ленькӑпа тата Лидӑпа пӗрле шыв хӗррине кайма хатӗрленчӗ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Атӑ тӗпне ҫапса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ, кунчине ҫӗлеме хатӗрленчӗ.Подметка была подбита, и Ленька собирался зашивать голенище.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Епле ӑҫтан? — тавлашма хатӗрленчӗ Серега.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Саша хӑй те, Ленька мӗн ҫинчен калассине пӗлет пулин те, тимлӗн итлеме хатӗрленчӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бурматов хӑйӗн кӗске сӑмахне каласа пӗтерчӗ, унтан кӗсйинчен кӗске кӑна кӑранташ татӑкӗ кӑларса, ҫӗрле хӑрушӑ разведкӑна каяс текенсене ҫырса илме хатӗрленчӗ.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӑл урапа ҫинчен анма хатӗрленчӗ, анчах Чжан Цзин-жуйӑн вӑйлӑ алли ӑна хӑй вырӑннех тӗксе лартрӗ.Она хотела было уже слезть с телеги, но сильная рука Чжан Цзин-жуя толкнула ее обратно.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл ҫапӑ илсе кӗчӗ, кӑмакине чӗртсе ячӗ, сысна какайӗ пӗҫерме хатӗрленчӗ.Она принесла хворосту, растопила печь и принялась варить свинину.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Леш ҫын тепӗр хут ҫапма хатӗрленчӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фасольпе ҫӑмартасем тултарнӑ корзинӑна курсан, вӑл ӑна илчӗ те, кухньӑна кайма хатӗрленчӗ.Найдя корзину с фасолью и яйцами, он подхватил ее и хотел унести в кухню.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑрӑм Мӑй Го Цюань-хай кӗсйине пӗр тӗркем укҫа чикрӗ те кайма хатӗрленчӗ.Длинная Шея сунул пачку денег Го Цюань-хаю и повернулся, чтобы уйти.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чжао Юй-линь маузерне Сяо Вана лачӗ те кайма хатӗрленчӗ.Когда Чжао Юй-линь, отдав Сяо Вану маузер, собрался уходить.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ялти шкул ҫуртне вырнаҫса, уезд хулипе телефонпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн, бригада канашлу уҫма хатӗрленчӗ.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗррехинче — ку вара декабрь уйӑхӗнче пулса иртрӗ — каҫхине Олег кинона кайма хатӗрленчӗ.
Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег ҫав уява пикенсех хатӗрленчӗ.
Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Спартак генеральнӑй ҫапӑҫу тума хатӗрленчӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн легионӗсем ҫул ҫинче ывӑннӑ пулин те, вӑл вӗсене ҫапӑҫу йӗркине тӑратрӗ, тӑвансене вӗлернӗшӗн тавӑрас тесе салтакӗсене ҫулӑмлӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗ, Геллий консулӑн арпашнӑ ҫарӗсем ҫине тапӑнма хатӗрленчӗ.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Варрон Лукулл консул хӑйӗн тогине пӗркенчӗ те кайма хатӗрленчӗ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак ложе ҫинчен сиксе тӑчӗ те хӑй ҫине латӑсем, шлем, хӗҫ ҫакма хатӗрленчӗ.Тогда Спартак встал с ложа и стал надевать латы, шлем и меч.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.