Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫрӗ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан куҫне уҫрӗ те пирус йӑсӑрлантарса тӑракан ҫамрӑк хӗрарӑма курсан: «Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ӑҫта эпӗ? Ку мӗнле хӗрарӑм?» — тӑна кӗреймен пирки аса илме тӑрӑшса шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та циркра шав ҫӗкленчӗ, тӗлӗре пуҫланӑ Ҫтаппан та куҫне уҫрӗ, арена ҫинче ҫурма ҫарамас арҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман сменщик-вахтер ӗнер сантехникпа иккӗшӗ эрех кӳпсе лартнӑ та, паян тӑхӑр сехет ҫитеспе ҫеҫ путвалтан аран йӑраланса тухса алӑк уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хӗр алӑка васкамасӑр уҫрӗ те стенасем ҫинче ҫӗршыв пуҫлӑхӗсен портречӗсене курчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Чим-ха, тен вӗсем, мана вӑратасран, тӳрех малти пӳрте кӗрсе саланнӑ? — тесе вырӑн ҫинчен тӑчӗ, хӑй ҫине сарӑ мӑн чечеклӗ халат уртса ячӗ, ӑна Левентийӗ ҫуралнӑ кунпа парнеленӗччӗ, малти пӳрт алӑкне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Мучи ӳсӗркелесе сассине уҫрӗ те васкамасӑр калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ирина ӗҫ вырӑнӗсенчи ҫитменлӗхе те кӑлтӑка куллен палӑртакан алӑри пысӑк блокнота уҫрӗ те хальхине те хӑвӑрт ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Майӗпен хӗр хӑйне алла илчӗ те куҫне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Темле лайӑхмарланса каятӑп ун умӗнче, пӗртте кӳрентерес килмест, темле пур енчен те ырӑ тӑвас килет ӑна, — чунне уҫрӗ пӗррехинче Хӗлимун Хӗветӗр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пурин куҫне те уҫрӗ вӑрман пушарӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑраса ӳкнӗ Ваҫҫа тин ҫӑварне уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хапха умӗнче Ермолай лава чарчӗ, виткӗҫне ҫапла каласа кӑштах уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Председатель ӑна питӗрнине аса илчӗ, пырса уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм тинех пӗрремӗш хут пек куҫне уҫрӗ те Егор Силыч ун ҫине темле уйрӑмрах пӑхнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе салтак арӑмӗ адресне упӑшкин почеркӗпе ҫырнӑ виҫкӗтеслӗхе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васкамасӑр конверта уҫрӗ — куҫ умӗпе ху-ра-ран та ху-ра-р-ах траурлӑ саспаллисем… йӗркесем… чупса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тертлене-тертлене шӑтӑк уҫрӗ, тусан, кӑвакарнӑ утӑ, шӑши шӑршипе чӑххӑмлатса шала, упа пек, кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кутамккине ҫурӑмӗ ҫинчен хывса уҫрӗ те кашкӑрсен еннелле пӗтӗм вӑйран сухари печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ сӑмакун кӗленчине уҫрӗ те черккесене тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кравать мӑраннӑн чӗриклетсе сас кӑларчӗ, ҫемҫе утияла чун кӗчӗ тейӗн, сирӗлчӗ, «гражданка» хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех