Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫрӗ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кас-кас ыратакан алла пӗрене турттарнӑ чух татах ыраттарсан вара — чикки вӗҫне тухрӗ пулмалла: Укахви малтанхи хут ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Саня вӗрлӗк алӑка хурлӑн кӑшкӑртса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑхтӑр-ха, — тем аса илнӗ пек пулчӗ капитан, хӑй ура ҫине тӑчӗ те тепӗр пӳлӗм алӑкне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Уява Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Тракторисчӗ кабина алӑкне кӑшт уҫрӗ те сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Пӗри хӗр илсе кӗчӗ те, часах тепри авланас тесе ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

…Пахчана пырса кӗрсен, Аннушкин чи малтанах дача чӳречи ванчӑккине асӑрхарӗ, ним те ӑнланмасӑр пуҫне пӑркаласа алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ҫапла-ҫке, ҫапла, — терӗ, — пысӑк ӗҫ хушасшӑн эпир сире, пысӑк ӗҫ, — аллинчи портфельне уҫрӗ те ватман хут кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла шутласа, Путене калинккене шӑлтӑр-шалтӑр уҫрӗ те картиш урлӑ таплаттарса каҫрӗ, кӗлете кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗррехинче, уйӑх каялла ҫеҫ-ха, Тимуш, тем шыраса, кӗлетри ҫӳпҫене уҫрӗ те унта, кивӗ учебниксемпе тетрадьсем ҫинче, Верук ҫырӑвӗсем выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш чӳречене уҫрӗ те шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр айӗнче Укаҫ тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анюк сиксе тӑчӗ те алӑка уҫрӗ, вара сӑмавар йӑтнӑ Еньков курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫил арманӗсене ма труках аса илтӗн-ха, хӗрӗм? — ҫывӑрса илесси пулас ҫук кунта тесе пуль, амӑшӗ куҫне уҫрӗ те тӳрленсе ларчӗ, тутӑрне салтса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елюк пуҫне аяларах чикрӗ те банка хуппине уҫрӗ, сервантран икӗ турилкке илчӗ, сӗтелтен кашӑк кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Шу сӗтел хушшинерех, — кӗленче пӑккине шӑлпа хирсе уҫрӗ вӑл, ҫӑварне кӗнӗ сӑркӑч тӗпренчӗкӗсене сура-сура пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан сылтӑмри алӑксенчен пӗрне уҫрӗ те, ума чылаях пуян библиотека тухса тӑчӗ: тӑватӑ шкафра туп-туллиех кӗнеке — изоискусство, архитектура, театр, кино ыйтӑвӗсемпе ҫырнисем, чаплӑ писательсен подпискӑпа туяннӑ томӗсем, энциклопедисем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Фуфайка кӗсйинчен уҫӑ кӑларчӗ те алӑк ӑшӗнчи ҫӑрана чӗриклеттерсе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Крыльца умне ҫитсен, сулахайри алӑка уҫрӗ, унта кӗрсе, пӑрӑхне пӳрт ҫумне пӑрахрӗ, сумкине пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Настя тушь уҫрӗ.

Настя открыла тушь.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех