Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫрӗ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑнукӗн сассине илтсе, старик вӑйсӑррӑн кӑшт куҫне уҫрӗ те калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑпаланса тухнӑ тутине уҫрӗ, хӗрача панӑ шыва хуллен, ӗмсе, ӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ракетӑсем пирӗн ҫине вӗҫсе иртнӗ чух унӑн лӑпкӑ тӗлӗрен сӑн-питне ҫутатса илчӗ, вӑл кӑвак куҫне хуллен уҫрӗ те каллех хупрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кӑшт тӑхтасан, Валерик ҫеҫ ҫӑвар уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кузьмич машина алӑкне уҫрӗ кӑна — шалтан тахӑшӗ ӑна персе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Елена Максимовнӑн куҫ шӑрҫисем темле пысӑкланса кайрӗҫ, ҫӑварне уҫрӗ, тем каласшӑнччӗ, анчах калаймарӗ, пӗр самант юпа пек хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиччӗшӗ ӗнентермелле калани Санюкӑн куҫне уҫрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шофер кабина алӑкне уҫрӗ те тиекенсене хӑйсене ларма хушрӗ, итлемесен, ҫаплипех каяссине хӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Куҫне уҫрӗ ача, мана пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ун тӗпӗнчи кирпӗч катӑкӗ аяк пӗрчине хайӑрса илнипе куҫне чариех уҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Арҫен сунтӑха уҫрӗ те сарӑхнӑ, лачӑркаланнӑ вӗтӗр-шакӑр эмел, препаратсен курупкисем хушшинче кирлӗ эмел шырама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Унтан чӑваш чӗлхи «пӗрнин хуппине» те чурӑссӑн карт! туртса уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хуҫа пӗр авӑк чунӗпе тӑлланса ларчӗ, вара, хӑйне хисте-хисте, пӑркӑчла-пӑркӑчла, хӑй урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», холодильник алӑкне шалтӑрт уҫрӗ, унтан виҫӗ пӗчӗк кукӑль (вӗсене пурне те кӑмӑска та пӑнтӑх ҫапнӑ) кӑларчӗ те сӗтел ҫине кӑпӑшт хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хуҫи ӑна ҫӑрапа чакӑртаттаркаласа уҫрӗ — пурте хваттере, черетленсе, кӑпӑр-капӑр кӗрсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ку пирӗн ҫине ясмӑк вӑрри тӗслӗ сивӗ куҫне чӗмсӗррӗн ывӑтса илчӗ те, сарӑхнӑ асав шӑлӗсемпе «чӗп куҫ ҫутса» ҫӑварне виллӗн-чӗррӗн уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах эпӗ те сан умра парӑмра юлмӑп, — ылтӑн шӑлӗсене ҫиҫтерсе илчӗ пӳлӗм хуҫи, вара васкасах шкап патне тӑнкӑл-танкӑл утса пычӗ те алӑкне уҫрӗ, ҫӳлти сентре ҫинчен шампа хырӑмлӑ ҫур литр кӗрекен флакон илчӗ, Урӑлманкин еннелле ҫаврӑнса, пӗчӗк кӗленчери шӗвеке пӑлхаткаларӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Куҫне уҫрӗ те курчӗ: ҫӑра тӗтреллӗ шывра сас кӑларайман ҫынсем, тӗксӗм мӗлкесен ушкӑнӗ пек ӗлкеленсе, тӗлли-паллисӗр апла та капла хускалкалаҫҫӗ, тапкалашаҫҫӗ, ҫуначӗ хуҫӑлнӑ кайӑк пек тапӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кӗҫех кирлӗ пек сӗтел майларӗ те эрех кӗленчине уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ларӑр, — ҫӑткӑн кашкӑр сӑн-питне чее тилӗ маскипе хупласа, кабина алӑкне уҫрӗ Пурис, арӑслансах кайнӑ арлӑх туйӑмне чарак параймасӑр ӳт-пӗвӗпе кӗсре патне чуптарма ҫавӑтса пынӑ йӑхлӑх ӑйӑр пек чӗтресе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех