Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урипе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урипе тӑлт! тапать ашкӑнчӑк ача.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пробка хӑрах урипе алшӑлли ҫине шӑкӑрт! тутарса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑнтан чавса кай! — терӗ хаяр хӗрарӑм ҫуркаланнӑ хытӑ ҫӗр ҫине урипе пусса кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр чухне вӑл ун ҫине урипе те пусмасть.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Каланӑ сире юрамасть тесе! — урипе тап! тапса илнӗ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вара ҫӑмӑлланса урипе тапрӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вунпилӗк ҫухрӑм таранччен йыт урипе утиччен — пӗр ӗҫ туса пӑрахам.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтан каллех, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытӑ чӗрсе илчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, ҫӗнӗрен тапӑнма лӑпчӑнса ларчӗ, анчах — Укахви ҫурлине касмалла май ӑна хирӗҫ тытнине асӑрхаса-ши — сикмерӗ, тапӑнма меллӗрех вырӑн шыранӑ пек, хуллен ҫын тавра ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри ҫӑка вулли ҫине сикрӗ те каялла ҫаврӑнса пуҫчиккӗн ҫакӑнчӗ, ҫын ҫине кӗҫ-вӗҫ ыткӑнас пек, симӗс куҫне чарса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня тухсан, вӑл, канӑҫсӑррӑн пӑркаланса, хӑй сисмесӗрех хӑрах урипе ҫӗре тапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тӑм купи патне пычӗ те, ҫара урипе пусса, ҫур кирпӗч пысӑкӑш тӑм чӑмакки татса илчӗ, ӑна виҫӗ тӗлте лупашкаланнӑ вӑрӑм сак ҫине лач! хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑрах туяпах ҫӳрет халь Тимуш, аманнӑ урипе самаях пусать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ма кунта выртать ҫак усал? — пӑрӑха урипе тапрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Христина урипе ҫӗрти ҫӳп-ҫапсене сӑтӑркаларӗ, унтан сасартӑк юлташне аллинчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Никифор Варламович, кӗрекерен тухсан кӑмака ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, алла купӑс тытрӗ, урипе тӑпӑртатнӑ май вӑрӑм ҫӳҫне лӑпӑс-лӑпӑс силлентерсе ташӑ кӗвви тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав тӗле ҫитнӗ Изамбаев, муклашкаран урипе тӗрӗнсе тӑнӑскер, малтан Генӑна хӑпарма пулӑшрӗ, кайран — хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Офицер ӑна атӑллӑ урипе тапса сирпӗтрӗ те тыткӑнри вырӑс патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пур мана хырӑмран урипе чышса сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла кӑшкӑрнӑ маях Савантера урипе хырӑмӗнчен пӗррех кӗрӗслеттерччӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах урипе тахҫанах масар ҫине пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫӗмрен пырса тӑрӑнмалли самантра Савантер учӗ малти урипе такӑнчӗ те, чикеленес мар тесе, сылтӑмалла пӑрӑнса сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех