Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем ушкӑнсене пайланса «Суккӑр упалла», «Пушӑ пӳртле», «Йӑвалла», «Ятне тӗрӗс каламалла» чӑваш халӑхӗн ӗмӗртен упранса пыракан вӑййисене вылярӗҫ.
Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/
Ҫитет сире упалла пурӑнса.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Тӗрмешетпӗр тек ҫапла Сӗм вӑрманти упалла.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫынсен хушшине велосипедҫӑ сике-сике тухать: пӗрре упалла тумланса, тепре манахла, унтан упӑтелле е Пьеролла, — унӑн калпакне тӗл персе ҫавӑнтах ҫыпҫӑнчӑк йӗплӗ шариксем чӑпарлатаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн ҫӑмламас сухалӗ айне пытаннӑ упалла сӑн-пичӗ те чӗтрерӗ, каюра куҫӗсем пек, суккӑр тӗслӗ куҫӗсем сиксе тухас пекех.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӑрусен упалла ӳхӗрмелле мар!
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Персе амантнӑ упалла «мы-ы-ы» мӗкӗрттерсе ячӗ Бонапарт.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ларса пыраканӗсем, шур упалла шап-шуррӑн курӑнаканскерӗсем (тепӗр тесен, тем темелле ӗнтӗ вӗсене?\!), ахӑр, хӗр ҫураҫма инҫене-инҫене пуҫтарӑнса тухнӑ евчӗсем-тӗр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сире искусство пек туйӑнса кайнине вӗсем упалла ҫаврӑнкалани вырӑнне ҫеҫ шутлӑччӗҫ.И то, что вам показалось искусством, они сочли бы просто за неповоротливость.
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан, пӗтӗм ӳт-пӗвне ыратни ҫунтарса илсен, хаярланса та упалла ҫине тӑрса, Динӑ кӗрсе тарнӑ алӑка хайӑрма тытӑнать.Но когда чуть отпустила боль и прояснилось в голове, он начал сердито дергать ручку двери.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нумай цирксен аренисемпе тӗрлӗрен арбитрсем халӗ те унӑн упалла ҫавӑрӑнӑҫулӑхне астӑваҫҫӗ пулмалла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Туратсене упалла ҫатӑртаттарса, Меркидон мӗлтлетекен хӗрлӗ ҫутӑ еннелле утрӗ.По-медвежьи треща сухими ветками, Меркидон двинулся на красную мерцающую точку.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑйӗн пӗтӗм ҫамрӑк ӗмӗрне Ерофей Кузьмич таврара пуянсем патӗнче батракра пурӑнса ирттернӗ, пуринчен ытла вӑл упалла ярса тытма пултаракан, пур ӗҫе те ӑнӑҫтарса пыракан, сивӗ кӑмӑллӑ Поликарп Михайлович Дрягин патӗнче пурӑннӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Юлашкинчен Ипполит Шалый упалла йӑраланса утса пычӗ, пурте тимлесе пӑхнипе именчӗклӗн кулкаласа, вӑл ӗҫпе кушӑрканнӑ тем пысӑкӑш хура аллине инҫеренех тӑсса пачӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1