Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата ҫакна калатӑп: хамӑр пуп патӗнче пулса, унпа мӗн калаҫни ҫинчен хальлӗхе, виҫсӗмӗр пуҫне, никамӑн та пӗлмелле мар, — асӑрхаттарчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тарҫӑ пулсан та лайӑх тумланнӑ, хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытать, унпа ҫӑвар уҫса та калаҫасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑмра, чи хӗрринче, Сахар, унпа юнашар — Тарье, малалла — Мирун, Вова, анапа анана уйӑракан касӑпа юнашар Сергей.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа килӗшӳллӗн хресченсем хӑйсен ирӗкӗпе общинӑран тухма пултаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗҫпӑшалпа вылямаҫҫӗ унпа, — терӗ Озеров, пӑлханнине нимӗн чухлӗ те палӑртмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн каласшӑнччӗ унпа? — ҫирӗп сасӑпа ыйтрӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа ҫӑкӑр ҫисе савӑнаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам чӗлхепе хам калаҫрӑм унпа садра.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахартан лаша туяннӑ чух вӑл унпа мӑкӑричне те юнашарах ларса ӗҫнӗччӗ, ҫывӑх ҫынпа сӑмахланӑ пекех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн унпа, калашле, ача шыва кӗртесси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ленин, тӗнчери пролетарисен ҫулпуҫӗ, суту-илӳ ирӗклӗ пулмалла тесе вӗрннтет те, эсир, Чӑваш Яшми ҫулпуҫӗсем, унпа килӗшместӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ ывӑлӗ Мӑҫтук ҫитӗннӗ те-ха, унпа пӗр ҫулхисем авланса ҫемьеллӗ пулнисем те пур, ку акӑ халиччен те нимӗнле ӗҫе те хӑнӑхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа тӗттӗм чухне ҫӳреме лайӑх.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн калаҫма пӗлмелле-ши унпа, йӗкӗтпе?

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ярар, ярар, бирербес, — тесе, тутар хӗрарӑмӗ Хрестук аллинчи витрине илсе кӗрсе кайрӗ, кӗҫех унпа чӑп-тулли сӗлӗ ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл Микуль патне пычӗ, унпа юнашар ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа юнашарах икӗ путекне ертнӗ, ҫурла пек майракаллӑ лӑпсӑркка хура качака пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхса пӗтрӗм ӗнтӗ унпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех