Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Александр атте, хӑйӗнчен килес пулсан, Пазухина тахҫанах шкултан кӑларса ярӗччӗ, анчах ӑна Чӗмпӗр шкулӗн пуҫлӑхӗ хытӑ хӳтӗлет, унпа, статски советникпе, хирӗҫме Левашов ухмах мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхти ӑна пур-ҫукпа хӑналарӗ те ӑсатма тухрӗ, Хуравар ҫырми тӗлне ҫити унпа пӗрле пычӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӗлӗнмелле вӗт: эпӗ унпа пӗр тантӑш, унпа пӗр вӑхӑтра пурӑнатӑп, анчах халиччен те ӑна курман.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк патӗнче пӗчӗк плита, унпа юнашар — чӗриклетекен йывӑҫ кравать; ҫиттисӗр пысӑк сӗтел ҫур пӳлӗме яхӑн йышӑнать; ик-виҫӗ пукан.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пасарта унпа юнашар тӑрса улма сутрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чун кӳтсе килнӗ самантсенче Лавр унпа калаҫса ӑшне пусаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑс-пуҫ, чун-чӗре уҫӑлнӑ самантсенче вӑл хӑй тӗрӗс мар пурӑннине, йӑнӑш ҫулпа чуптарнине, ҫав ҫул ҫӑмӑллишӗн ҫеҫ хӑй унпа пынине ӑнланса-туйса илет.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унпа паллашсан, вӑл калаҫнине-кулнине илтсен, Лавр ҫакна лайӑх ӑнланчӗ: Натюш Макаршӑн, талантлӑ художникшӗн, чипер натурщица кӑна мар, чӑн-чӑн юратӑва тивӗҫ хӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ унпа кӑҫал май уявӗ умӗн паллашрӑм, мана ун чухне заводри паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ӳкерме хушнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар хӑйӗн тусӗ Польӑна чӑннипех хытӑ юратнине, унпа ӗмӗрлӗхех мӑшӑрланма шут тытнине пӗлсен, ӑна иртнишӗн йӑлтах каҫарчӗ, каллех унпа туслашрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫывӑхрах паллашмаллаччӗ унпа, халь мӑй таран тутӑ пулнӑ пулӑттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ унпа очерк пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн чылай каярахпа тин туслашрӑм.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара тек унпа ҫур сӑмах та калаҫса тӑмарӑм, сӑмси умӗнчех алӑка шатлаттарса хупса, пӳрте кӗтӗм…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хам аппаланман унпа, ҫӗр улми те сахал та ман, халь колхозран кивҫен илтӗм, ав, — текелесе, Сухви аппа ыйхӑсӑр летчике тулли стакан тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ыттисем унпа ӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ман унпа калаҫмаллисем пурччӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара манӑн унпа ҫывӑхрах паллашас, унӑн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен халӑха каласа парас шутӑм ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Паллаш-ха эс унпа, ҫитес номер валли ун ҫинчен мӗн те пулин ҫырса хатӗрле, — терӗ мана хаҫат редакторӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Курса калаҫасчӗ ман унпа, анчах ӑҫта тепре тӗл пулмалла ӑна, ӑҫта шыраса тупмалла?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ халӗ ирӗн-каҫӑн, ҫӗрӗн-кунӗн ун ҫинчен кӑна асапланса шухӑшлатӑп, унпа курса калаҫма, унран каҫару ыйтма ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех