Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех татах тепӗр культура учрежденийӗ те Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Территорири Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑксене кашни ҫул тирпейлетпӗр, сӑрлатпӑр, вӗсен таврашне йышпа пӗрле йӗркене кӗртетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вӑл Актая илӗртӳллӗн кӑчӑк туртрӗ те хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ: паян каҫ пулас умӗн Хурӑнвар пуҫне ҫыру илме пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пахчана кӗрес умӗн Хӗлип мана вӑрттӑн кӑчӑк туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хура Ҫимун тепӗр ирхине ҫутӑлас умӗн вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫне хупас умӗн Ҫимуна чӗннӗ, тет, Сантӑркка…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗр ӗлӗк ача ҫуратас умӗн те тырӑ вырнӑ, тӑпачӑпа авӑн ҫапнӑ — ним те пулман пире.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухас умӗн алӑк урлӑ каласа хӑварчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунтах пурӑнас тетӗн-им? — ыйтрӗ вӑл хапхаран тухас умӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле пулсан та, манӑн кунта юлма юрамасть, тесе шутларӗ Ҫимун мунча патне ҫитес умӗн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел анас умӗн колхозниксем шкулта пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Ҫимунӑн характеристикине ыйтса ҫырса янӑ Ҫӗпӗртен, — терӗ Архип Григорьевич, алӑкран тухас умӗн Петӗре малалла ирттерсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫа каяс умӗн кӗмӗл сехетне, кӑнтӑрти чикӗре паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн хӑй ятне ҫырсах парнеленӗ кӗмӗл сехете, пиччӗшне упрама парса хӑварнӑччӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрмантан тухас умӗн хурӑн айӗнчен пӗр пысӑк мӗлке сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑнӗ ӑҫтине аннӳ те пӗлнӗ пуль-ха, юратнӑ ывӑлне вилес умӗн каласа хӑварчӗ пуль».

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе каяс умӗн шалти пӳртне ҫӑрапа питӗрчӗ — Куҫми ан куртӑр укҫана, шӑршине те ан систӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнахах та, кирлех-и вара сана пулӑшма тепӗр ҫын? — каяс умӗн чарӑнса тӑчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кайран, сӑмах пӗтес умӗн ҫеҫ, Ҫтаппана тӗртрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырма урлӑ каҫас умӗн, кӗпер тӗлне ҫитсен, лашасене чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫумӑр умӗн ахаль те ыйхӑлатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех