Шырав
Шырав ĕçĕ:
Владимир Петрович ҫинчен тӗплӗнех каласа пама та пултараймӑн.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ман ывӑлсем суяс ҫук, — ӗҫ мӗнле пулнине тӗплӗнех каласа пачӗ вара Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кузнецов хресченсен пурнӑҫӗ ҫинчен тӗплӗнех пӗлменччӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑн чух вара «Хам» ялкор Осоавиахим организацин председателӗ хӑй пулнине тӗплӗнех ӑнланса илчӗ.
Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.
Юлашкинчен вӑл тӗплӗнех ӑнланса илчӗ.
Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.
Ячейка членӗсем ҫитес ҫывӑх вӑхӑтра тумалли ӗҫсен планне тӗплӗнех шухӑшласа хатӗрленӗччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Микула, ку хӗрарӑм мӗн шухӑшлине тӗплӗнех тавҫӑраймарӗ пулсан та, темле аван мар пек туйса илчӗ хӑйне.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн сӑпайӗ мана килӗшет; Биче сӑмахӗсене кӗскен ҫирӗплетсе Ботвеле хамӑн ҫул ҫӳрев ҫинчен тӗплӗнех каласа кӑтартмарӑм.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эпӗ акӑ мӗн каласшӑн: лару-тӑрӑва тӗплӗнех хаклаймарӑм-ха.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эсӗ: «Пирӗн, пирӗн» — тесе ҫухӑрса ятӑн та, эпӗ ыйхӑ тӗлӗшпе ӑнланса та илеймерӗм, эпӗ — эсӗ тӗплӗнех пӗлсе ҫитнӗ пулӗ, тесе шухӑшларӑм та пыратӑп малалла.Ты заорал: «Наши, наши!» — я не разобрал спросонья, думаю, что ты разузнал уже, и пру себе.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Пӗлетӗп, анчах тӗплӗнех мар, — терӗм эпӗ, хӗрелсе кайса.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эпӗ ӑна хальлӗхе тӗплӗнех вӗренсе ҫитеймен-ха.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вара вӑл, чӑнах та, хӑш ялтан иккенне те, хӑйпе юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те, влаҫ умӗнче мӗн айӑпа кӗнине те, тӗрмерен тарсан епле пурӑннине те, Крапивин вӗрентнӗ пек, тӗплӗнех каласа пачӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах унӑн ученикӗсем хӑйсене мӗн вӗрентнине тӗплӗнех тӑваймаҫҫӗ-ха, профессор хӑй те час-часах йӑнӑшсем тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем унта пилӗк уйӑх хушши пурӑннӑ та, математика ҫинчен тӗплӗнех ӑнланаймасӑр, анчах ҫак сывлӑшри утрав ҫинче ҫӑмӑлттай шухӑшсем ытлашшипех пухса, каялла ҫӗр ҫине аннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хальхи халӑхпа паллашӑн, ҫул ҫинче те тӗплӗнех калаҫса савӑнӑпӑр.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Таганка тӗрминчи пурнӑҫ ҫинчен вӑл Баумана пит те йӗркеллӗ, уҫҫӑн каласа пачӗ: хӑҫан вӗри шыв параҫҫӗ, хӑҫан уҫӑлма илсе тухаҫҫӗ, хӑҫан апат ҫитереҫҫӗ, ытти тӗрмесенчи апатпа танлаштарсан, кунта апат лайӑхрах параҫҫӗ, уйрӑмах французсен тӗрмисенчен; сӑмахран, пӑтӑ кашни кунах ҫуллӑ пулать, — ҫавсем ҫинчен вӑл тӗплӗнех каласа пачӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Илтессе илтнӗ те, — терӗ Козуба, хайӗн яланхи йӑлипе сулахай куҫне хӗссе, — анчах, тӗплӗнех пӗлсе пӗтерейместӗп.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кун ҫинчен вӑл тӗплӗнех пӗлнӗ, калаҫасса та ку ыйтупа мӗнпур кӑмӑлтан калаҫнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.