Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑршшӗпе (тĕпĕ: тӑршшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Арҫын мар арҫын» пулни (вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе те карчӑкӗпе пӗр икӗ хут ҫеҫ пӗрле выртса курнӑ, унта та пулин тул ҫутӑличченех ҫӗре кӗрӗслетсе аннӑ) Хушаҫҫӗ Петӗрне йӑлтах арӑмӗн ури айне тунӑ.

За весь свой век он и скоротал-то с женой ночь-другую и оба раза задолго до рассвета оказывался на полу, Петр Велят полностью был под пятой у жены, снискав себе прозвище «не мужик, а баба».

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Теприсем ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ, пӳрт тулли ача ҫуратаҫҫӗ, анчах юрату мӗнне пӗлмеҫҫӗ.

Бывает, живут люди всю жизнь рядом, детей имеют, а что такое любовь — и не ведают.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара, ӗнер Кашмашран таврӑнтӑмӑр та, ҫул тӑршшӗпе сан пирки калаҫса килчӗ.

— А потому, что она вчера всю дорогу про тебя говорила, когда мы с ней из Кашмаш возвращались.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ҫын ӗҫне тепӗр чухне ӗмӗр тӑршшӗпе татаймаҫҫӗ.

Потом будут из рода в род переходить, и конца им не будет.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче вара те шухӑша кайнӑ, те ыйхӑ пуснипе, ҫул тӑршшӗпе пӗр сӑмах та чӗнмест.

Дядя Касьян то ли глубоко задумался, то ли задремал — за всю дорогу не проронил ни слова.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗлхесӗр янавар пек, ӗмӗр тӑршшӗпе уйра ӗҫлеҫҫӗ, вӑрман касаҫҫӗ, пӗрене юхтараҫҫӗ, пир тӗртеҫҫӗ.

Как бессловесные скоты, весь век гнут спину в поле, лес рубят, плоты гоняют, холст ткут.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аслӑ урам тӑршшӗпе Чиксӗр тусан кӑларать, Хура чикан пек хура Каҫпа килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аслӑ урам тӑршшӗпе Хӑма витнӗ ҫурчӗсем; Урам икӗ айккипе Ем-ешӗлех сачӗсем.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Липӑн унпа Турикаса ҫитиччен ҫеҫ мар, аякка-аякка утас килет, пӗр чарӑнмасӑр, пурнӑҫ тӑршшӗпе!

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗм тӑршшӗпе тем вӑрӑмӑш сӗтел лартнӑ, ун ик айккипе сӗтелтен те вӑрӑмрах тенкелсем лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ватӑ князь ҫул тӑршшӗпе Джаналие ҫисе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем ҫинчен те шухӑш вӗҫтерме пулать инҫе ҫул тӑршшӗпе лаша ҫинче сулланса пынӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла ҫунтарса ячӗ, манӑн тӗп киле вут тӗртрӗ, хӗре вӑрласа кайрӗ, тӑршшӗпе ура хурса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тытса килнӗ пулла ҫинӗ хушӑра Урасмет тӑршшӗпе хӑйӗн ялӗсемпе мухтанса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫ тӑршшӗпе вӑл ҫырнӑ сӑввисене пухса пынӑ, анчах халӑх ҫине кӑларман.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Амӑшӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе колхозра тата шкулта тирпейлӳҫӗре ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Вӗсем килсе тухнӑ ҫӗрте — Карлӑ леш енче — вӑрман пачах ҫук иккен, тӑршшӗпе ҫеҫен хир тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайпа Сарыев ҫул тӑршшӗпе ҫак сӑмахсен тупсӑмне тупас тесе пуҫӗсене ҫӗмӗрсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫул тӑршшӗпе Альпи ҫинчен шухӑшласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша ури айӗнче тӑршшӗпе пылчӑк ҫӑрӑлать, пит-куҫа туратсем ҫапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех