Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑршшӗпе (тĕпĕ: тӑршшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫул тӑршшӗпе пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ хӗр чӗрине: «Мӗншӗн… мӗншӗн… мӗншӗн тӗл пултӑм-ши унпа пурнӑҫра, мӗншӗн?»

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр инструмент рабочие смена тӑршшӗпе ӗҫлеме ҫитмест, перекетлемеҫҫӗ вӗсем ӗҫ хатӗрӗсене.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсир смена тӑршшӗпе качакасем евӗр унта-кунта сиккелесе ҫӳретӗр, чараксӑр чакаксем пек чарӑнайми калаҫса пӗр-пӗрин патне йӑрккатӑр, кун пек дисциплинӑпа, паллах, нихӑҫан та план тулмасть.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич смена тӑршшӗпе тумалли ӗҫсен списокне ҫырса пӗтерчӗ те Ревлен Петровича персе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпе районти тӗрлӗ пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ: районти иккӗмӗш секретарь, районти пропагандӑпа агитацин инструкторӗ, ӗҫ тӑвакан комитечӗн ҫумӗ, статистика пайӗн начальникӗ, культурӑпа спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗпе ӗҫлекен пай заведующийӗ, тата ытти те.

Всю жизнь занимал разные руководящие места: второй секретарь района, инструктор районного комитета пропаганды и агитации, начальник отдела статистики, заведующий отделом по культуры, спорта и по делам молодежи, и другие должности.

Хӗрлӗ Чутайри пенсионерсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи 80 ҫул тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34298.html

— Эпӗ унта: «Рекламӑна илӗр ӗнтӗ, доктор господин, ку питӗ паха та пысӑк ӗҫ, — тесе калӑп. Ҫаплах, питӗ паха та пысӑк ӗҫ тесех, калатӑп. Паллах, Цэрнэне малтан хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑштах тасатса йӗркене кӗртме, ҫӑвӑнма хушмалла. Ҫаплах, ҫак ӗҫ пӗтӗмпех Цэрнэ тавра пулса иртет те. Цэрнэ ячӗпе эпир утмӑл ҫул хушши канмасӑр, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ырлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗ рабочие чысланӑ пек тӑвӑпӑр. Ҫӗршыв ӑна хисеплет, тейӗпӗр… Кунта Хородничану кирлӗ мар! Эпӗ хам, шкул директорӗ, ҫав сӑмахсене калатӑп. Вӗсен хул айӗсем кӑтӑкланмаллах калатӑп. Юлашкинчен вара эпӗ хам кӗсйерен ҫӗр лей кӑларатӑп та: «Тархасшӑн, мастер господин, эсир ҫакна, пӗчӗк укҫана ман ятӑмран илӗр, турӑ сире ытларах парӗ…», тейӗп.

— Я скажу: «Получайте рекламу, господин доктор, это монументальная работа!» Так и скажу: монументальная! Цэрнэ, конечно, необходимо предварительно послать немного пообчиститься. Да, вокруг Цэрнэ все это и будет происходить. В лице Цэрнэ мы будем чествовать рабочего, который в продолжение своих шестидесяти лет не знал отдыха, который всю жизнь безропотно работал для блага и спокойствия своей страны. И страна признательна ему… Не нужен здесь Хородничану! Я сам, директор школы, скажу это. Так скажу, чтобы у них у всех защекотало под ложечкой. А в конце речи я выну из собственного кошелька сто лей: «Пожалуйста, господин мастер, вот вам от меня эта малость, а господь бог пошлет вам больше…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗньял тата Нӑрваш Шӑхаль территори пайӗсенчи граждансен пухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗ пирки Иртнӗ эрнере пӗр кунта умлӑ-хыҫлах икӗ территори пайӗнчи ял ҫыннисем вырӑнти влаҫ ҫулталӑк тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем пирки отчетсем итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Хӑвах шутла-ха, тусӑм, тӗлӗнмелле мар-им: ӗмӗрсем тӑршшӗпе «хуп хушшинче пытарса усранӑ чӑваш юррине» пур халӑх та пӗрле чӗререн, юратса юрлать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсен йышӗнче хамӑршӑн чи хаклӑ сӑнарсене ӗмӗр тӑршшӗпе чӗрере упратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

«Ҫӑва патне кайтӑр утрав тени. Ӗмӗр тӑршшӗпе усӑ курман унпала, халь те кирлӗ мар!» — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авланасса та ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрех авланатӑн!

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ку сӑмаха пӗтересшӗн пит-куҫне пӗркелерӗ те: — Мӗншӗн авланмастӑп-и?.. Ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрре кӑна авланмалла. Ма пуҫа ҫыхма васкас? Пӗр ҫыхӑнсан — сӳтме ҫук. Эп халь хурт-хӑмӑр пек! Ӑҫта пыл ытларах, ҫав чечеке суйлама пултаратӑп. Авлансан ҫук вара… Ҫунатсене ҫыхса яраҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ялне, ӗмӗр тӑршшӗпе чаваласа пурӑннӑ ҫӗре пӑрахса хӑварма-и…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫинчен Атӑл тӑршшӗпе калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ман умра нихҫан та айӑпа кӗмен, ӗмӗр тӑршшӗпе мана чун-тан парӑннӑ, чӑн-чӑн тӳрӗ мӑшӑрӑм пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑннӑ, пӗрре пӑхсах чухлама вӗреннӗ ҫынран ӑшра мӗн пуррине пытарма хӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑршшӗпе ҫурса антарнӑ кӗпи икӗ еннелле уҫӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ӗмӗр тӑршшӗпе уретникре ҫӳресе ирттерес марччӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юри тенӗ пекех, Лукарье ҫул тӑршшӗпе ун ҫине мӑнаҫлӑн та сиввӗн пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех