Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темӗнле тир ҫинче ҫӑмӗ ҫӗрӗк пӳрт тӑрринчи курӑкла кӑнтарса тӑратчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл кӗтесре тӑратчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
«Курӑм» еннелле сасӑсӑр торпеда ывӑтӑнчӗ те ӑна ҫурмалла сирпӗтсе путарчӗ, «Пӑлан» вара, ҫав тӗтренех лекнӗскер, ҫак ирхине архипелагран инҫех мар тӑратчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Тепри пулсан — сирӗн енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑратчӗ, эпӗ вара — ҫук.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Стелла куҫӗсене ҫӗклерӗ: ҫывӑхрах-ҫывӑхрах, ун умӗнчех чӗрӗк сехет каялла кӑна шанмалла мар, ют пулнӑ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, мӑйӑхсӑр тискер яш каччӑ тӑратчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Эпӗ Гарлей Рупорпа ҫыхланнӑ тапхӑрта (вӑл ултӑ ҫул каялла витӗрех пӑшал етри тухнипе ишсе кайрӗ) кунашкалли пачах та ҫукчӗ: кӑмӑлӗ килсен кашниех трюма аннӑ, унта, ас тӑватӑп, фермерсен вун-вун вӑкӑрӗ тӑратчӗ; анатчӗҫ те кирек хӑш выльӑха та револьверпа шаплаттаратчӗҫ, хӑйсене килӗшекен татӑка каса-каса илетчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫавӑнпа, халӗ темле те, ун чухне ҫамрӑксем каҫпа самаях йышлӑ пухӑнатчӗҫ, вӗсен хаваслӑ шавӗ аякран ах илтӗнсе тӑратчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах ялти каччӑсенчсн вӑл ун чухнех уйрӑлса тӑратчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта та ӗнтӗ, калӑпӑр, лашапа пӗр ана ҫинче кӑна суха тӑватчӗ те-ха, ҫапах тӗнче анлӑшне, хӑватне, илемне чунпа, пӗтӗм ӳт-пӳпе туйса тӑратчӗ пек.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах Ҫӑпата Матви пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне ҫухатманччӗ, тӗрӗслӗхшӗн хытӑ тӑратчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Юрать-ха алӑк умӗнче тӑратчӗ — тухса тарма ӗлкӗрчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Малтан хут листинчен икӗ трубаллӑ пӗчӗк карап тӑватчӗ, унтан ҫав карап ҫурмаран хутлататчӗ те — карап мар, пукан пулса тӑратчӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Дикарьсем перекен ҫӗмрен йӗпписем ҫитме пултарайман вырӑналла ишсе тухсанах (вӑл кун ҫанталӑк аван тӑратчӗ), эпӗ суранти юна лайӑх ӗмсе кӑлартӑм, унтан сурана яран-аран ҫыхса лартрӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак аван карап суту-илӳ тӑвакан пӗр купец аллинче тӑратчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл шыва тарӑна пута-пута анатчӗ те, ман пӳлӗмре пӑч тӗттӗм пулса тӑратчӗ.Он глубоко погружался в воду, и в моей комнате становилось темно.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах ман ещӗк тинӗс шывӗ ҫинче пӗр кун е икӗ кун хушши тӗрӗс-тӗкел тытӑнса тӑма пултарнӑ пулсан та, мана выҫӑпа е шӑнса вилесси кӗтсе тӑратчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Виҫҫӗмӗш ҫынни ҫирӗмшер фут ҫӳлӗш йывӑҫ урасем ҫинче тӑратчӗ.Третий стоял на деревянных ногах высотой в двадцать футов каждая.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тепӗр ыйткалаканӑн мӑйӗ ҫинче пӗсехе шыҫса кайса пилӗк ҫӑм тюкӗ пысӑкӑш ҫакӑнса тӑратчӗ.У другого нищего на шее висел зоб величиной в пять тюков шерсти.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Корольпе пӗрле ҫӳревсене кайсан та, вӑл аякках каймастчӗ, его величество таврӑнасса кӗтсе тӑратчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑйӗнчен темиҫе хут пӗчӗк ҫынна курсан, вӑл пит мӑнаҫланса кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук: король майрин хӑнасене йышӑнмалли малти пӳлӗмӗнче мана тӗл пулсан, мӑнкӑмӑлланса аллисене ик аяккине тӗкӗлесе тытатчӗ те ман ҫине сӗмсӗрленсе пӑхса тӑратчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.