Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта ҫакна та палӑртса хӑварма пулать: пушкӑрт, балкар, карачай, осетин тата туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсенче пурӑнакан ытти халӑхсен фольклорӗнче каччӑ (ывӑл) ту хысакӗнчен ҫуралса тухни ҫинчен калакан мотив анлӑ сарӑлнӑ.

Здесь хотелось бы заметить следующее: о чудесном рождении сына из скалы часто говорится в сказках башкир, балкарцев, карачаевцев, осетин и других народов, населяющих горные местности.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫулран ҫул Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тӗрлӗ енӗпе малти вырӑна тухни, Федерацин пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче пирӗн спортсменсем йышлӑн пулни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Уйӑха мӗн чухлӗ тухни паллӑ та мар, тӗрӗссипе каласан.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Шкултан вӗренсе тухни миҫе ҫул-ши?» — маччана пӑхса выртнӑ май шутлама пуҫларӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗвеле ылмаштарса ҫӗрлехи тӳпене хураллама ҫавра уйӑх тухни паҫӑрах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере «Хыпар» журналисчӗсемпе курнӑҫнӑ май республика прокурорӗн заместителӗ Виталий Семенченко та асӑрхаттарчӗ: санкцилемен митинга тухни — саккуна пӑсни.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ҫав вӑхӑтрах суда тавӑҫпа тухни, суд приставӗсене парӑмсене шыраса илме явӑҫтарни хӑшне-пӗрне «ӑса кӗме» пулӑшнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

— Елюк, хӗрачу фермӑран тухни ҫинчен илтрӗм те тӗлӗнсе ҫӳрерӗм, санпа кӗрсе калаҫас терӗм, — картишӗнчи кил хуҫи арӑмне алӑ пырса пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Кунталла тухни юрарӗ те иккен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Бианка чӑнкӑ ҫыранпа тапӑҫланса хӑпарни е хумсем айӗнчен сирпӗнтерсе тухни, е тата кӑшт вӑрҫсанах пӑшӑрханнӑ-кӳреннӗ пек пӑрӑнса утни куҫ умне килсе тухать те хама хам ҫине-ҫинех, вӗҫӗмсӗр калатӑп: «Мӗн тери хаклӑ иккен эсӗ, пурнӑҫ, мӗн тери илемлӗ! — тетӗп. — Нимӗнле сӑмахпа каласа кӑтартайми юратать сана чӗрӗ чун, пурнӑҫ! Нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук санӑн хакна, пурнӑҫ!» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫапла пулса тухни Турунова хӑйне те тӗлӗнтерчӗ те, аванмарлантарчӗ те пулас.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Леш енчи хӑвалӑх кукринчен ҫеҫ хум пеккисем ункӑн-ункӑн чупа-чупа тухни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку вара ҫӳлти пуҫлӑхсем умӗнче шанӑҫран тухни, ҫавӑн пек опытлӑ, ӑста, хастар главнӑй инженершӑн ытла та пысӑк мӑшкӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫивӗч пуртӑ час катӑлать, теҫҫӗ те, анчах хӑҫан мӑка пуртӑпа ҫурт-йӗр ӑсталама тухни пулнӑ платник тени!

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Малта пыракан бригада пирки ҫавӑн пек калаҫу сиксе тухни обком секретарьне те хытах хумхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадӑри строительсем хушшинче конфликт сиксе тухни, эсӗ ҫавна сисейменни, паллах, аван мар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Теприсене качча тухни те чӑрмантармасть-ҫке ун пек ҫӗрте ӗҫлеме.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗншӗн ун пек пулса тухни пирки малалла тишкерӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Упӑшкинчен уйрӑлмалла пулса тухни кирек мӗнле хӗрарӑмшӑн та чӗрине ыраттаракан инкек».

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех