Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухмасса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс ӑна тепре качча нихӑҫан та тухмасса ҫирӗп шанса каларӑм эп ку сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Вӗри шыв хӑвӑрт сивӗнни, урама кӑлӑхах ӑшӑтса тӑнӑ тӗслӗхсем урӑх сиксе тухмасса шанаҫҫӗ куславккасем.

Куҫарса пулӑш

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Ӗҫ тухмасса курса Пурис йывӑҫа алӑран вӗҫертсе ячӗ те пашка-пашка аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Люба хӑй тӗсмӗртнипе курнӑ тетӗшӗн сӑнӗ ашшӗне те, Смолина та хупласа илнӗ, вара вӑл хӑйӗн ӑшӗнче Тараса курмасӑр качча тухмасса сӑмах татнӑ.

Образ брата, каким Люба представляла его себе, заслонил пред ней и отца и Смолина, и она уже говорила себе, что до встречи с Тарасом ни за что не согласится выйти замуж.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ малтанах пӗлнӗ ӗҫ тухмасса, — терӗ вӑл сасӑпах, анчах Таня еннелле ҫаврӑнмасӑр.

— Я так и знал, что ничего не выйдет, — сказал он вслух, не обращаясь, однако, к Тане.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

«Амӑшӗн сӑмахӗ» калаври ват хӗрарӑм сӑнарӗнче совет патриочӗсен шухӑш-ӗмӗтне, вӗсем фашист ҫынҫиенӗсене тӗпрен аркатса тӑкмасӑр та ҫапӑҫу хирӗнчен тухмасса куратпӑр, ӗненетпӗр те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Нимӗнле истори те тухмасса шанатӑп эпӗ, Евгений Васильевич…

— Я надеюсь, что никакой истории не выйдет, Евгений Васильич…

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Шкул ачи кунта тӗрткелешсе ӗҫ тухмасса тавҫӑрса илчӗ, ҫак ҫурӑм сылтӑм енӗпе хӗсӗнсе кӗрсен ҫеҫ, юлашкинчен, ун телейне, хушӑк тупӑнчӗ-тупӑнчех.

Школьник понял, что руками здесь не справишься и остается только обойти эти штаны справа, но в последний момент он, к счастью, увидел просвет.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Хамӑрӑннисем илӗм-тилӗмпех авӑн ҫапма тухмасса эпир чухларӑмӑр: ҫӗрлехи ҫумӑр ҫӗре самаях йӗпетсе хӑварнӑ.

Но так как ночью промочило, наши молотить рано не поедут, мы знали.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Апла пулин те, унӑн ячӗ, вӑл тунӑ ӗҫсем манӑҫа тухмасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех