Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухиччен (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вырӑссем Сӗве хулинчен тухиччен пурне те шута илнӗ ҫав: тутарсем хирӗҫ тӑрсан мӗн тумалла, Сююнбике кутӑнлашсан е чирлӗ пулсан мӗн каламалла, ӑна темиҫе кунтан тин парса яратпӑр тесен мӗн тавӑрса каламалла.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл шутланӑ пекех, Кучак хӑйӗн патне кремльти хурал ҫыннисене чӗнсе илчӗ, вӑл регентша патӗнчен тухиччен ӑна ҫакӑнтах тытма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепре ҫил-тӑвӑл тухиччен яла ҫитсе ӳкер, — терӗ Валя, Алимпие хулран тытса.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ыран ирхи кӗлле ҫапма тухиччен вӑратӑп сире.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килкартинчен тухиччен татах карчӑк сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш вырма тухиччен эпӗ хурсене куллен-кун пӑхса пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш акма тухиччен чиркӳ тума чул, кирпӗч турттарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кун мана анне хӗвел тухиччен вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сар хӗвел тухиччен, Ют куҫсем куриччен Чун савни, манӑн ҫеҫ пулайсам!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрсем сӳниччен // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 4 с.

Ана ҫинчи кантӑртан кӗпе-йӗм пулса тӑриччен — хӗл каҫса тепӗр ҫӑва тухиччен тӑрмашмалла ун.

Она хлопочет без устали и отдыха круглый год:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хвелюк кӳршӗ карчӑкне чӗнсе пычӗ, — пытаннӑ ачисем тухиччен кил хураллӗх терӗҫ пуль, ахӑр.

Хвелюк тем временем сбегала к соседке-старушке, чтобы та присмотрела за домом, пока девочки не выйдут из своего укрытия.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван Мултиер патне кӗрсе тухрӗ — килте ҫук, Якур патне урам урлӑ каҫса пӑхрӗ — вӑл та килте мар иккен, пӗр эрнелӗхе, утӑ ҫине тухиччен, Хуракасси арманне ӗҫе кайса кӗнӗ.

Ухтиван решил зайти к Мульдиеру, поговорить с ним, но того не оказалось дома, пересек улицу, надеясь встретиться с Ягуром, — гот, оказывается, уехал до конца недели на хурагасинскую мельницу.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нарспи асапне илтсе Вилӗм сунать тӑшмана: «Тӗттӗм пулӗ, каҫ пулӗ Тӑшман патне ҫитиччен, Тӑшман чӗри лӑпланӗ Хӗвел кусса тухиччен.

Куҫарса пулӑш

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑл ыйӑхланӑ урама Сыхлать ҫут уйӑх тухиччен.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кунӗпе ури ывӑниччен чупнӑ, аллисем хӑпарса тухиччен тӑпра ывӑтнӑ, хул суракан пуличчен чул йӑтнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳрте кӗмелле те вырӑн ҫине канлӗн тӑсӑлса выртмалла.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашки Акатуй хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта, вӑрҫӑ тухиччен темиҫе кун малтан пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вир акма тухиччен малтан Иван пичче тырӑ склачӗпе юнашар чӗртнӗ вучах умӗнче вӑрлӑха бионтизаци тунине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итле-ха, Левентей, акана тухиччен ҫапла калаҫса татӑлар мар-и: кам малтан акса пӗтерет, ҫавӑ теприн патне пулӑшма пырать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тыр вырма тухиччен Марине кӑҫал ҫынсене ӗҫе кӑларма йывӑр пулать, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ачи-пӑчисене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫумпахчисемпе садсене пӑрахса хире тухас ҫук тесе хӑранӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь колхозра ҫуракине тухиччен нимле пысӑк ӗҫ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех