Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухиччен (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗтӗм палуба тӑрӑх — пӑрахут сӑмсинчен пуҫласа хӳрине ҫити — утса тухиччен пӗр сехетрен те кая мар вӑхӑт иртрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ вара, уя тухиччен кӑшт маларах, сирӗн ума кӗтмен ҫӗртен сиксе тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Малтан операторта, унтан аслӑ операторта ӗҫлерӗм, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен АЗС управляющийӗнче ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Ҫак яваплӑ ӗҫре вӑл тепӗр вунӑ ҫул, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен, чунне парса тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

— Хытӑрах ӗҫлӗпӗр, ҫурӑма тар кӑна мар, тӑвар тухиччен.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ.

До пенсии работал директором Ядринского молочного завода.

Иван Ермолаев 104 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35692.html

1989 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Комсомольски райповӗнче магазин заведующийӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

1951 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен фермӑра скотник ӗҫне пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Туй тухиччен малтан туй пуҫӗсем каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Урок тухиччен шутлама ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Аллисене юнлӑ хӑмпӑ тухиччен йӑтӑнатчӗ, ҫаврӑнатчӗ турник ҫинче.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӗҫ ҫине тухиччен тӗрӗслес, тенӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Пушарӗ тухиччен малтан правлени ларӑвӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Чӑн та, пӗтӗм срокнех лармарӑм эпӗ, икӗ ҫул ҫурӑран тухрӑм, анчах эп тухиччен манӑн хаклӑран та хаклӑ арӑм манпа суд урлах уйрӑлнӑ та урӑххине илсе пынӑ, ман хваттере те, пурлӑха та ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Аслӑ писатель эс ҫут тӗнчене ҫуралса тухиччен сакӑрвунӑ ҫул малтанах ҫырнӑ ун пек калав!..

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ӗҫсӗр аптӑраса улӑхра ҫӗр каҫиччен ҫил хӑваласа ҫӳрекен ҫын патне тухиччен тухманни пин хут авантарах.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Укахвипе Хӗветли апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫынсем ӗҫе тухиччен йывӑҫ сулхӑнне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗлсен вара ҫамку ҫине мӑкӑль сиксе тухиччен пуҫҫапсан та каялла пӗрлешеймӗн Энтрипе.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Хӑйне те шеллемест, бригадине те юлашки тар пӗрчи тухиччен ӗҫлеттерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех