Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухиччен (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй улӑхӗнче мар вӑл, тара кӗрӗшнӗ, апла пулсан, вӑхӑт тухиччен — ҫын аллинче.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫула тухиччен кӑштах тӗлӗрсе илес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

1971—1973 ҫулсенче ял совечӗн председателӗнче, кайран вара мӗн пенсие тухиччен «Шимкусский» совхозра экономистра тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Колхоз пулӑшнипе утӑ ҫине тухиччен пӳрт кӑшкарӗ пулса та тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Эпӗ тухиччен, кусенчен пӗри те тимӗр ещӗке укҫа пӑрахмарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Липа ашшӗ пенсие тухиччен самай паллӑ ҫынччӗ:

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Хӗвел тухиччен тахҫан эпир ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗвел тухиччен тахҫан шкул патне пухӑннӑ эпир.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Укӑльчаран тухиччен Хамӑрӑнах тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эхе, пӑрахут ҫула тухиччен вун пилӗк минут ҫеҫ юлнӑ, манӑн каяс пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ят тухиччен хула пурнӑҫне те тутанса пӑхам эппин, — килӗшрӗ вӑл юлашкинчен тантӑшӗпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗсмете тӑма ят тухиччен те вӑхӑчӗ самаях-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫиелтен пӑхсан, ӗҫӗ ытлашши йывӑр та мар пек, анчах пӗҫ тӗпӗ е пилӗк таран юр ишсе стойкӑсене машина патне пилӗк-ҫурӑм юлмиччен, вӑйран сусӑнса, «кӑвапа таврӑнса тухиччен» ҫӗклеме, пит-куҫа йӗплекен, ӑшранах касса, хытӑрласа шӑнтакан ҫара сивӗсенче ӑшӑ тытман ҫи-пуҫпа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн выҫҫӑн-туттӑн е ӑша ӑшӑ апат ямасӑр ӗҫлеме те ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пенсие тухиччен вӑл ялти шкулта химипе биологи учителӗ пулса ӗҫленӗ, пӗр хушӑ тата, эрех кӳлленчӗкне палтах шуҫса ӳкнине пула учительтен кӑларсан, колхозра та тӑрмашкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вырмана тухиччен комбайн валли запас пайсем илсе килмелле, тата ҫула май стройка валли тӗрлӗрен хатӗрсем.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй вӑл земснаряд ҫинчи кашни вырӑнтах аҫлӑк витӗр тар тухиччен ӗҫлесе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Старта тухиччен йӗлтӗрҫӗсене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тата Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ чупу, савӑк кӑмӑл-туйӑм сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

— Ялкора ҫеҫ чарма пулать, — хӗрӳленчӗ Улаев, — чӗнтер те ху патна — пӑскӑрт тарӗ тухиччен.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

— Ну, ман вӑл курак ҫаппинчен кӑна, пӗрре вӑйлӑ ҫил тухиччен е пӗр-пӗр чарусӑр качака тӗксе йӑвантариччен.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех